Контент патне куҫ

Савкилта

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Савкилта (Борис Савельев)XVIII ĕмĕрти чаплă чăваш паттăрĕ. Вăл, чăналавсем тăрăх, хальхи Пушкăрт Республикин Пишпӳлек чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Савкилтан шăпи мĕнле вĕçленни паллă мар.

Савкилта çинчен пирĕн историк В.Д. Дмитриев хăйĕн "История Чувашии XVIII века" кĕнекинче уçăмлă çырать: "Повстанцы-чуваши храбро сражались при взятии Казани. Крестьянин-чуваш д. Бешпуляк Уфимского уезда Борис Савельев (Савгилда), с самого начала 1774 г. сражавшийся в армии Пугачева, 12 июля, когда пугачевцы отражали в Казани атаки отряда Михельсона, был послан для набора повстанцев в армию повстанцев..." Савкилта тăрăшнипе ĕнтĕ Пугачев Хусан хули патнелле пынă чухне кĕрешӳçĕсен çарне çĕршерен-çĕршерен Чулман Атăл таврашĕнчи чăвашсем хутшăнаççĕ. Çавна шута илсе, Пугачев хăйĕн шанчăклă çарпуçне татах çар пухма хушать. Савкита вара Исхак Ахметов тутар тусĕпе пĕрле Хусан уесне тухса каять... Анчах ăна патша салтакĕсем тытаççĕ. Ăна тискеррĕн асаплантараççĕ, юлашкинчен катăркăна ямалла тăваççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]