Салмин Антон Кириллович
Салмин Антон Кириллович - этнограф тата этнолог, тĕн тĕпчевçи, фольклорист, истори ăслăлăхĕсен докторĕ (1993). 1949-мĕш çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх универститечĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ. 1968-1970 çулсенче сывлăш десант çарĕсенче хĕсметре тăнă. 1975-1978 çулсенче Чăваш патшалăх универститечĕн чăваш литератури кафедринче ассистент, Патшалăх кĕнеке палатинче библиограф, 1978-1983 çулсенче "Коммунизм ялавĕ" хаçатра куçаруçă пулса ĕçленĕ.
Раççей ăслăхсен академин Антропологипе этнологи институчĕн аспирантурине (1986), докторантурине (1992) пĕтернĕ.
- Кандидат дисертацин теми :Типология чувашских сказок о паттырах".
- Доктор диссертацин теми: Народная религиозно-обрядовая система чувашей"/
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ 1986, 1991-мĕш çултан ертсе пыракан ăслăлăх ĕçченĕ, религоведени лабораторин пуçлăхĕ. 2004 çултан Санкт-Петербургри Петр Великий ячĕллĕ антропологипе этнографи музейĕнче ĕçлет. 50 ытла ăслăлăх ĕçĕ пичетленĕ, вăсем хушшинче 9 монографи.
Тĕп ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Этнология религии и народный обряд// Этнографическое обозрение. 1994. №2.
- Народная обрядность чувашей. Чебоксары. 1994.
- Жертвенные дары у чувашей. Чебоксары. 1996.
- Семантика дома у чувашей. Чебоксары. 1998.
- Праздники и обряды чувашской деревни. Чебоксары. 2001.
- Народные обряды чувашей в фотографиях. Чебоксары. 2001.
- Колдуны и знахари. Чебоксары. 2002.
- Три чувашских божества. Чебоксары. 2003.
- Система верований чувашей / науч. ред. С.А. Арнаутов.- Чебоксары, 2004.- 208 с.
Чыслав
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- За воинскую доблесть" медаль.
- Н.Я.Бичурин ячăллĕ Чăваш республикин НАНИ парни.
- Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тойдыбекова Л. Марийская языческая вера и этническое самосознание // Joensuu, 1999. (Финдляндия).
- Денисов П.В., Иванов В.П. Члену-корреспонденту НАНИ ЧР А.К. Салмину - 50 лет // Изв. НАНИ ЧР.Чебоксары, 2000. №1.
- Матвеев Г.Б. Салмин Антон Кириллович // Краткая чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2001.
- Салмин Антон Кириллович // Национальная академия наук и искусств Чувашской Республики, 2002.
- Исследователи этнографии и археологии Чувашии. Биобиблиографический словарь. Чебоксары: ЧГИГН, 2004.
- Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук (1930-2005). Чебоксары: ЧГИГН, 2005.
Çитĕнÿсем[1]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пĕрремĕш хут: монографилле анализ: чăваш халăх историйĕн тĕп версийĕсем енĕпе;
- Пĕрремĕш хут: ăславла никĕслÿ: чăвашсен традицилле йăла-йĕркипе ĕненĕвĕсем енĕпе;
- Пĕрремĕш хут: монографилле тĕпчев: чăвашсен паттăрсен юмахĕсен енĕпе.
- Пĕрремĕш хут: монографи: Петербургри Ăславсен Академийĕ XVIII ĕмĕрте Вăтам Атăлçие тĕпчени енĕпе.
Критика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Санкт-Петербургра ĕçлесе пурнакан А.К.Салмин этнограф чат неосуваризм сĕмĕллĕ статьясем çырнă[2][3][4], кĕнеке те кăларнă[5].
Специалист А. К. Салмин ĕçĕсене çапла хаклать[6]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Как мы показали, ни под одним из принципиальных тезисов А.К.Салмина нет достаточной фактологической базы. Поэтому даже если выводы автора когда-либо подтвердятся, они будут основаны на других источниках, на других фактах, на другой логике.<Куçару: Эпир кăтартрăмăр ĕнтĕ, А. К. Салминăн нихăш тезисĕ айĕнче те фактологилле никĕс çук. Çавна кура, хăçан-та пулин авторăн пĕтĕмлетĕвĕсем çирĕпленес пулсан та, çакă урăх çăлкуçсем, урăх чăнлавсем, урăх логика çинче çеç пулма пултарĕ.>
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Морфология истории 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Салминсен йăхĕнчи вĕрентекенсем
- Салминăн сайчĕ 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Салминăн ĕçĕсем
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20200809222359/http://salmin-ak.ru/ архивланӑ. САЛМИН АНТОН КИРИЛЛОВИЧ БИОГРАФИЯ ПУБЛИКАЦИИ ОБРАТНАЯ СВЯЗЬ
- ^ Салмин, Антон Кириллович. Этноним чуваши в лабиринтах времени [Текст] / Антон Кириллович Салмин // Радловский сборник : научные исследования и музейные проекты МАЭ РАН в 2011 г. - Санкт-Петербург, 2012. - С. 438-445
- ^ Салмин А.К. БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК В КОНТЕКСТЕ ИСТОРИИ ЧУВАШЕЙ. — Журнал «Вестник Чувашского университета» 2015, 4№.
- ^ Салмин А.К. ЧУВАШСКИЙ ЯЗЫК В ТЮРКО-МОНГОЛЬСКОМ МИРЕ. — ВЕСТНИК ЧУВАШСКОГО УНИВЕРСИТЕТА. 2015, №2, Издательство: Чувашский государственный университет им. И.Н. Ульянова (Чебоксары) ISSN: 1810-1909
- ^ Салмин, А. К. История чувашского народа : савирская гипотеза / Чувашский государственный институт гуманитарных наук, А. К. Салмин .— Чебоксары : ЧГИГН, 2016 .— 128 с. — ISBN 978-5-87677-209-1
- ^ Сараев А. С. Рецензия на: Салмин А.К. История чувашского народа / А.К. Салмин. – Чебоксары: ЧГИГН, 2016. – 128 с. // ЧГВ, 2018, №13. С.214-219