Контент патне куҫ

Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кивĕ Ахпӳрт (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ял
Кивĕ Ахпӳрт
Кивĕ Ахпÿрт
Кивĕ Ахпÿрт ялĕ Пайпарăс çырминчи пĕве енчен пăхсан
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Тури Туçа
Координатсем 55°04′23″ с. ш. 46°43′29″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Пуçлăх Углёв Константин Анатольевич
Никĕсленĕ XVII ĕмĕр
Пĕрремĕш асăну 1634
Малтанхи ятсем Ахпÿрт
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним кивĕахпÿртсем, кивахпÿртсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83537
Почтă индексĕ 429354
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 097 207 870 006
Официаллă сайчĕ каçă
Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ) (Раççей)
Точка
Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Кивĕ Ахпӳрт (вырăс. Старое Ахпердино, тутар. Иске Ахпүрт), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи чиркÿсĕр ял.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта вăтам шкул, кĕнекесар-вулавăш, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ вырнаçнă.

Тĕпри Калинин урамĕ ятлă. Халăхри ячĕ халлĕхе паллă мар. Урамсен вырăсла ячĕсем: Восточный переулок, Улица Калинина, Луговая улица, Наречная улица, Южная улица[1]. Паллах, чăвашла тата халăхри ятсем те пур: Калинина—Çÿлти кас, Наречная улица—Аялти кас, Южная улица—Çĕнĕ кас; Восточный переулок текенни Турчка касси ятпа паллă.

Кивĕ Ахпӳрт Пăла шывĕн вăтам юхăмĕнче, сылтăм çыранра вырнаçнă. Ку тĕлте Пăлана Пайпарăс[2] тата Пучивар шывĕсем юхса кĕреççĕ.

Малтанхи пирки çапла калани пур:

.<Куçару: Пăла çинчи çирĕплетнĕ вырăнсене хÿтĕлемешкен Мускав патшалăхĕ ахпÿртсене те явăçтарнă. Кăнтар чикĕсене хÿтелекенсем валли Нухай каççи тĕлĕнчи çĕрсене уйăрнă, çапла вара "Тискер уйсем" шутланакан вырăна çынсем килсе лекнĕ. Нухай каççи тăршшĕпе хурал станĕсене вырнаçтарса тухнă. Хăрушлăхсене сирме хăйне майлă "телеграфпа" усă курнă. Палăртав кăвайчĕсемпе тата ялавсемпе систернĕ пĕрне-пĕри. Нухай каççине сыхлакансем пĕрре мар хĕрÿ тытаçăва кĕнĕ тăшманпа. Тăван çĕре сыхласа вĕсем Мускав патшалăхне те сыхланă. Пĕр çапăçура тăшманăн Пайпарăс ятлă çарпуçне вĕлернĕ те ял тулашĕнчи[4] çырмара пытарнă. Асăннă çырмана паян та Пайпарăс теççĕ.

"Ахпÿрт" сăмахăн этимологине М.Р.Федотов профессор ăнлантарса панă[5].

Чăн малта Ак Бэрдĕ тени тăрать. "Ак" кунта пĕр-пĕр лайăх (позитивлă) сăнара палăртать, чăвашла "Хак" тенипе танлаштарăр (арабизм: Турă, Чăнлăх, Сиплĕх, Тивĕç-ирĕк; حق haq ). Бэрдĕ — стандартлă тĕрĕк чĕлхисенче — пачĕ. Çапла вара иккĕшне пĕрле тусан "Турă Пачĕ" тенине пĕлтерет. Çынсене çавнашкал ят панă тахçан. Стандартлă тĕрĕк чĕлхинчи [э] сасă [и] сасса куçиччен пулса иртнĕ (хальхи тутарсем, сăмахран, «бэрдĕ» мар, «бирдĕ» теççĕ). "Пÿрт" тени каярахпа çеç, контаминациленнине кура, сиксе тухнă.

Калас пулать, -пердино/-бердино/-пирдино/-бярдино формантпа вĕçленекен ытти ял ячĕсене те (сăмахран, Тяжбердино, Тябердино, Акпердино т.ыт.те) çакăн пекех ăнлантараççĕ. Вĕсем хăйсен малтанхи компоненчĕсемпе çеç уйрăлса тăраççĕ.

Кунта çырса кăтартакан яла илес пулсан, малтан Ахпӳрт ятлă пулнă. Кивĕ текен сăмах каярах, XVII ĕмĕр вĕçĕнче 9 кил-йыш ялтан куçса кайса Пăла юханшывăн тепĕр енче çĕнĕ ял туса хунă хыççăн хутшăннă. Çĕнĕ яла Çĕнĕ Ахпӳрт теме пуçланă.

Яла никĕслекенсем халĕ Канаш районне кĕрекен Кивĕ Ахпӳрт ялăн çыннисем пулнă. Г.Ф. Мулюков краевед тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх яла 1634 çулта никĕсленĕ.[6] Вăлах яла никĕсленĕ çынсен ячĕсене тĕпчесе пĕлнĕ. Ялти халапсем тăрах яла Еливан, Салма, тата Кăтра ятлă çынсем никĕсленĕ. Çаван пекех Сеприхана асăнаççĕ.[7]

Столыпин реформисем вăхăтĕнче ялти пĕрлĕхрен уйрăлса тухакансем пулнă. 1910-мĕш çулта Кивĕ Ахпÿрт хуттăрĕнчи 6 килте 30 çын пурăннă. Каярахпа вăл хуттăра Пĕчĕк Ахпÿрт ят панă. Паянхи кун асăннă пурăнакан вырăн çук.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[8].

Аялти кас

Ял ячĕ тата ытти пĕрлĕх паллисемпе символика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2016-мĕш çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Кивĕ Ахпÿртри клубра ял пухăвĕ пулса иртнĕ. Унта, ытти ыйтусемпе пĕрлех, ялăн вырăсла ячĕн ыйтăвне те хускатнă. Чăн та, ку ыйтăва "илемсĕр" ятсен контекстĕнче те пăхса тухма пулать[9].Кивĕ Ахпÿрте илес-тĕк, тĕрĕсипе каласан, кун пирки халиччен никамах та пит шутласах та кайман. Ахăртнех, ку проблема пеккине хăйсем вырăс чĕлхине "шутсăр лайăх" пĕлнине кăтартас текенсем шутласа кăларнă пулмалла. Ята улаштармасăр хăварма хистекен сăлтавсем:

  • "Ахпердино" сăмахра пусăм пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет: "Ахпе́рдино" мар!
  • Чăвашла ятра та нимĕн начарри те çук. Хуть те мĕн каласан та, чăн малтан чăвашла ят пирки шутлас пулать.
  • "Илемсĕрлĕх" текенни чăннипе сăмахăн пĕртен-пĕр сыпăкне çеç пырса тивет. Ытти сыпăксенче уни-куни ним те çук.
  • Пит хытă шырасан кашни сăмахра тенĕ пекех кун пек "илемсĕрлĕх" паллисене чакаласа тупма пулать. Вара вĕсене пурне те улăштарса тухмалла-ши? Тахçан "хуйхă" сăмаха чăваш чĕлхинчен катертес текенсем те пулнă...
  • Çĕнетнĕ ят "лайăхрах" пуласса никам та шантарма пултараймасть. Çук унашкал гаранти.
  • Ята çĕнетни кивви тĕппипех манăçасса пĕлтермест-ха вăл! Аса илтерсе тăракансем пурпĕрех пулаççĕ! Халиччен "...перд..." элемент пирки никамах та пит шутласах кайман пулсан, ят чăннипех улшăнсан вара кун пирки сÿпĕлтетекенсен шучĕ темиçе хут йышланать. Кама кирлĕ вăл "тĕлĕрекен аçтахана" вăратни?
  • Кивĕ ятсем кирек мĕнле пулсан та культура тата истори пуянлăхĕ, хаклă еткер шутланаççĕ, çавăнпа та вĕсене çăмăллăн та çăмăлттайла катертме май çук.

Тури Туçа вăтам шкулĕн çуртĕнче пулса иртнĕ ăславсемпе ÿнерсен Чăваш халăх академийĕн ларăвĕнче те (2016) ял ячĕн ыйтавне хускатнă.

Ят ятне улăштарма юрамасси пирки çавăн пекех М.Р.Федотов профессор та каласа хăварнă[5].

Кивĕ Ахпÿртĕн гимнĕ те пур

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

<Куçару: 2015-мĕш çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре, СДКра, ялта Литература çулталăкĕ уçăлнине палăртрĕç.<..> Уяв концертĕнче Кивĕ Ахпÿртĕн гимнне хăтларĕç. Гимн сăввине çыраканĕ — Кивĕ Ахпÿртре çуралнă пирĕн ентеш Владимир Рыбкин. Кĕввине паллă чăваш композиторĕ Юрий Кудаков çырнă (юррăн чăвашла тата вырăсла тексчĕсем, нотăсем, плюсовка, минусовка — пурте ал айĕнче). Куракансем гимна Чăваш халăхĕн артисчĕсем Тамара Гурьева тата Зоя Лисицына юрланине савăнса итленĕ.>

Гимна мĕнле те пулин çирĕплетнĕ-и е çирĕплетмен-и, çакă халлĕхе паллă мар.

Кивĕ Ахпÿртĕн хĕвелтухăç хĕрри

Кивĕ Ахпÿртĕн гербĕ пирки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăтра Кивĕ Ахпÿртĕн гербĕ — çирĕплетни те, çирĕплетменни те, — çук. Г.Ф.Мулюков таврапĕлÿçĕ унăн сăнарĕн никĕсĕнче хулкан çине илемлĕх мелĕсемпе ÿкернĕ "1634" (яла никĕсленĕ çул) пулмалла тесе шутланă[11].

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Астраханцева, А. Вěсем пурте пěр кăкран : [Патăрьел районěнчи Кивě Ахпÿрт ялěнче пурăнакан вунă ача амăшě, М. А. Кошкина çемйи çинчен] / А. Астраханцева // Авангард (Патăрьел районě). - 2008. - 29 чÿк (№ 135-136).
  • Салмин А. Н., Павлова А. А. «Асрах-çке эс, тăван кĕтес!. 1-мĕш пай» — Шупашкар: «Çĕнĕ вăхăт», 2010. — 608 с. (Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт, Пăлакасси ялĕсен кун-çулĕ пирки çырнă тĕп кĕнеке ку паянхи куна. Автор нумай истори документне тĕпченĕ, ватăсемпе калаçнă, вырăнти топонимикăна ăнлантарма тăрăшнă, ялтан тухнă нумай сумлă та паллă çын пирки çырнă.)
  • Салмин А. К., Салмин А. Н., Каргин Ф. Д. «Староахпердинской школе 100 лет». — Шупашкар, 1999. — 96 с. (Кивĕ Ахпÿртри шкулăн кун-çулĕ пирки, вĕрентнĕ çыннисем пирки кĕнеке.)
  • Салмин, А. Н. Ты в памяти у всех, родная сторона-2 : [родословное древо известных фамилий, проживающих в Ахпердино] / Александр Салмин, Алевтина Павлова ; [предисл. Ю. М. Салмина]. - Чебоксары : Новое Время, 2013. - 231 с.
  • Салмин А.Н., Павлова А.А. Их имена прославили деревню. Шупашкар, 2016.
  • Михайлов, Юрий. Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи Гавриловсем. — 20 Jun, 2014 | Хыпар |

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Урамсем.
  2. ^ Хăшпĕр чухне, гиперкоррекци хыççăн хăваласа, "Байбарус" е тата урăхларах та çырни тĕл пулкалать.
  3. ^ Казаков, Николай.Топонимика местного края. 7-мĕш класра вĕренекенĕн ĕçĕ.
  4. ^ Çĕнĕ Ахпÿрт пирки сăмах пырать кунта.
  5. ^ 1 тата 2 Федотов М.Р. НЕУМЕСТНЫЕ СПОРЫ О ПЕРЕИМЕНОВАНИИ. // «СЧ» №224, 14 ноября 1996 г. (Ку статьяна ак çак вырăнта вулама пулать 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.: Терентьев, В. М. Духовное и научное наследие академика М. Р. Федотова : [о жизнедеятельности известного ученого-языковеда, алтаиста, корифея чувашской тюркологии]. Кн. 2 / В. М. Терентьев ; [под ред. А. П. Хузангая]. - Чебоксары : Новое Время, 2011. -. - 575 с.// с.96-97)
  6. ^ Г.Ф.Мулюков. Ордена Ленина колхоз "Гвардеец". Ч., 1983. 9 с.
  7. ^ В.Д.Димитриев. Чувашские исторические предания. Ч., 1993. 190 с.
  8. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ Неприличные названия населенных пунктов России.
  10. ^ Новости » Открытие года литературы и презентация гимна деревни Старое Ахпердино.
  11. ^ Хăй пурăннă чух пулнă уйрăм калаçуран.
  12. ^ Александров, Геннадий. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919). — "Хыпар" хаçат, 1996, çурла, 3.
  13. ^ Иванова Л.Н. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  14. ^ Пĕчĕк Ахпӳрт ялĕнче çуралнă. Ун пирки çак статьяри "истори" секцине пăхăр.
  15. ^ Михайлов А.И. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  16. ^ Памятные даты » 60 лет назад родилась Мареева Мария Николаевна - журналист, заслуженный работник культуры Чувашской Республики.
  17. ^ Бойко И.И. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.