Састаш
Курӑнакан калӑплав
Састаш ( "сас" çумне "-таш" аффикс хушăннипе пулнă) — сăмахсен вĕçĕсем, сăмах майлашăвĕсен тата пуплерĕшсен вĕçĕсем сасă тытăмĕ тĕлĕшпе пĕр пек пулни. Урăхла ăна рифма теççĕ (ав.гр. ῥυθμός «виçе, ритм»). Уйрăмах сăвăсенче тăтăш тĕл пулать. Сăвă йĕркисен е çаврисен вĕçĕ пирки те ятарлă ăнлав пур — ăна клаузула теççĕ. Çапла вара састаша (рифмăна) клаузулăсен пĕр пек янравĕ тесе те палăртма пулать.
Пĕрлехи чĕлхе комиссийĕн 2010-мĕш çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕ "састаш" сăмахпа куллен усă курма ятарласа сĕннĕ[1].
Сăвă йĕркисен пуçламăшĕсем пĕр пек илтĕннине анафора теççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сергеев Л.П., Тихонов А.Н. т. ыт. Чăваш чĕлхин тÿнтер словарĕ. – Шупашкар, 1985.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Пĕрлехи чĕлхе комиссийĕн сайчĕ. 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.