Сахалин

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
О. Сахалин.png

СахалинАзи континенчĕн хĕвелтухăç енче вырнаçнă утрав. Сахалин облаçне кĕрет. Раççейĕн чи пысăк утравĕ шутланать, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 76,4 пин км2 танлашать. Утрав тăршшĕ 948 çухрăм, сарлакăшĕ — 27-170 çухрăм. Утравăн чи çӳллĕ вырăнĕ Лопатин тăвĕ çинче вырнаçнă, 1609 метр çӳллĕш.

Çыранĕсем Охот тата Япони тинĕсĕсем çине тухаççĕ. Ази континенчĕнчен Тутар тинĕс пырĕпе уйрăлса тăрать. Чи хĕсĕк çĕртре, Невельский тинĕс пырĕнче, сарлакăшĕ 7,3 çухрăмпа танлашать. Японине кĕрекен Хоккайдо утравĕнчен Лаперуз тинĕс пырĕпе уйрăлса тăрать.

Пысăк кӳлмекĕсем: Анива, Чăтăмлăх кӳлмекĕ.