Сергеев Александр Сергеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сергеев Александр Сергеевич
Тулли ят Сергеев Александр Сергеевич
Çуралнă вăхăт 1934, кăрлач, 2
Çуралнă вырăн Ямаш, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт 1987, пуш, 6
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш Республики, РФ
Патшалăх ССРП
РФ
Профессисем XX ĕмĕрти чăваш, совет композиторĕ, баянисчĕ, мусăк педагогĕ, аккордеонисчĕ
Инструментсем баян, аккордеон
Жанрсем популярлă мусăк

Сергеев Александр Сергеевич (2.1.1934, Ямаш, Çĕрпӳ районĕ, ЧАССР, ССРП — 6.3.1987, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш совет композиторĕ, мусăк педагогĕ, аккордеонисчĕ, баянисчĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1934 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнчи Ямаш ялĕнче çуралнă.

Çĕрпӳри педагогика училищинче, Шупашкарти мусăк училищинче пĕлӳ илнĕ.

1954-57 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.

1987 çулхи пушăн 6-мĕшĕнче Шупашкарта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх чунĕнче юлнă композитор кĕвĕленĕ паллă юрăсем: «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ», «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем», «Лар, аннеçĕм, юнашар»…

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ
  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]