Сибирский листок
Сибирский листок | |
Тĕс | хаçат |
---|---|
Чĕлхе(сем) | вырăс |
«Сибирский листок» — Тобольскра 1890—1919 çулсенче тухнă раççей хаçачĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хаçата никĕслекенĕ тата пĕрремĕш редакторĕ халăхшăнçи Александр Сыромятников пулнă[1] (Мускавра вĕреннĕ чухне «Çĕр тата ирĕк» организацие кĕнĕ). Пĕрремĕш номерне 1890 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче кăларнă. Хаçатра сутă-илӳ тата финанс темисемпе кăна публикацилеме юранă. Сыромятников истори пирки статьясене те, прозăна та çырасшăн пулнă, анчах та влаç ăна ирĕк паман.
1893 çулта хаçата Тимофей Никифоров çĕр виçекенĕ пулнăскер, сутăн илнĕ те тĕп редакторĕ пулмашкăн Тобольск гимназинчи истори/географи вĕрентӳçне Иван Львова хушнă. Кайран хаçат Алексей Суханов кĕнеке сутакан (1896—1898), Тобольск тухтăрĕсен инспекторне пулăшаканĕ Иван Покровский (1898—1900) аллинче пулнă. Хаçата Дмитрий Мамин-Сибиряк прозăç, Павел Грабовский поэт, Николай Ядринцев пĕрлĕх ĕçченĕ çыркаланă.
1900 çулта хаçата Мария Костюрина халăхшăнçă Костюрина сутăн илнĕ те пĕрлĕх темисем пирки статьясем çырма ирĕк илнĕ. 1905 çул вĕçĕнче хаçат цензурăсăрах тухма тытăннă, анчах та 1906 çулхи кăрлач уйăхĕнче Костюринăна аресленĕ, вара хаçата хурнă. Кăларăма 1906 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕнче малалла тăснă. 1907 çулта Костюрина хăйĕн типографине уçнă. Хаçата Тобольск, Тĕмен, Омск, Томск, Иркутск, Минусинск, Мускав хулисенче çырăнса илнĕ. Юлашки номерĕ 1919 çулăн çурлан 28-мĕшĕнче тухнă.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Коновалова Е. Н. Книга Тобольской губернии. 1790—1917 гг. Сводный каталог местных изданий. Новосибирск: Государственная публичная научно-техническая библиотека СО РАН, 2006.
- Коновалова Е. Н. «Сибирский листок» // Большая Тюменская энциклопедия. — Тюмень: НИИ региональных энциклопедий ТюмГУ, ИД «Сократ», 2004. — Т. 3. — С. 100—101.
- Сибирский листок: 1890—1894 / Сост.: В. К. Белобородов, Ю. Л. Мандрика. — Тюмень: Изд-во Ю. Мандрики, 2003.
- Сибирский листок: 1895—1900 / Сост.: В. К. Белобородов, Ю. Л. Мандрика. — Тюмень: Изд-во Ю. Мандрики, 2003.
- Сибирский листок: 1901—1907 / Сост.: В. К. Белобородов, Ю. Л. Мандрика. — Тюмень: Изд-во Ю. Мандрики, 2003.
- Сибирский листок: 1908—1911 / Сост.: В. К. Белобородов, Ю. Л. Мандрика. — Тюмень: Изд-во Ю. Мандрики, 2003.
- Сибирский листок: 1912—1919 / Сост.: В. К. Белобородов, Ю. Л. Мандрика. — Тюмень: Изд-во Ю. Мандрики, 2003.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Митрофанов В. В. «Сибирский листок» об иностранных путешественниках. Путь в Сибирь.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Сибирский Листок // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.