Контент патне куҫ

Томск

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Томск (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Томск
Хула гербĕ
Томск облаçĕн гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Томск облаçĕ
Никĕсленĕ: 1604
Хула, çултан: 1782
Халăх йышĕ, пин çын: 574 (2018)
Хула лаптăкĕ: 294,6 км2
Геогр. анлăхĕ: 56°29′19″ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 84°57′08″ х. т. д.

Томск — Раççей хули, Томск облаçĕн администрацийĕ вырнаçнă вырăн.

Томск хулин чылайăшĕ Томь шывĕн сылтăм хĕрринче вырнаçнă. Хуларан 50 çм Обь шывĕ, Мускава çитме 3,5 пин çухрăм. Томскран çурçер еннелле 12 çухрăмра Северск хупă хула, совет вăхăтĕнче «Томск-7» ятлăскер.

Хула лаптăкĕ — 294,6 çм². 4 пая пайланать: Киров, Совет, Ленин тата Октябрь районĕсем. Историллĕ районсем: Воскресенски сăрчĕ, Шурлăх, Шуркӳл, Анатпа Туçи Елани, Заисточье (Тутар слободи), Кӳлхыç, Каштак, Кирпĕч, Мухин Тĕмески, Хăйăрлăх, Уржатка, Черемошник, Швед сăрчĕ, Юрточ сăрчĕ, Шăтăк. 1970–1980-мĕш çулсенче çитĕнекен ачасем хăйсем хушшинче ытти районсене ят пачĕç: Аул, Заисток, Лондон, Мачта, Пахча, Парис, Техас, Шанхай.

2005 çулта хула çумне Светлый поселокне, Тимирязевски тата Дзержински салисене, Лоскутово, Эушта, Киргизка ялĕсене, Копылово чукун çул чарăнăвне çыпăçтарнă. Унчен Томск хули шутнĕнчи анклав Аэропорт посёлокĕ халĕ Томск районĕн Мирненски ял тăрăхне кĕрет.

Климачĕ вăтам континентлă. Çул вăтам температур: 0,9 °C. Сивĕсĕр тапхăрĕ 100-120 кун пулать. Хĕлĕсем шартлама сивĕ та вăрăм, чи сивĕ палăртнă температура −55 °C (1969 çул, кăрлач). Кăрлачăн вăтам температури: −17,1 °C, утăн вăтам температури: +18,7 °C. Çулта 568 мм чухлĕ нӳрĕк ӳкет.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хусан чиркĕвĕ, Томск
ÇулХалăх йышĕ, çын
1604хĕсметре 90
1620хĕсметре 238
1626хĕсметре 386
1646хĕсметре 1 045
1699хĕсметре 918, пурĕ 2 000 яхăн
1745хĕсметре 5 762
1795хĕсметре 4 788
18017 125
182510 867
184011 700
185814 071
186622 753
188033 800
189752 221
1911111 417
1917101 129
192090 961
ÇулХалăх йышĕ, çын
192375 680
192692 485
1929103 000
1939145 000
1946178 000
1959248 800
1970338 400
1979420 700
1989501 600
1994496 500
1998477 700
2001483 566
2002488 863
2003488 509
2004488 299
2005509 568
2006512 572
Томск хули, йывăç çурт архитектури

1604 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче эушта йăхĕн кнеçĕ Тоян вырăс патши Борис Годунов патне элчисемпе пынă, хăйсене Мускав патшалăх влаç айне илме тата Томь шывĕ çинче кăркăссемпе калмăксенчен хӳтĕленме сыхлав карманне лартма ыйтнă.

1604 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Борис Годунов Сургутри хусах пуçлăхне Гаврила Писемскине тата Тобольскри стрелецсен пуçлăхне Васили Тыркова Томь шывĕ çинче карман тума, тавралăхри халăха Расççей патши пăхăнăвне кĕртме хушса янă.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.