Контент патне куҫ

Симурзина Татьяна Григорьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Симурзина Татьяна Григорьевна
Симурзина Татьяна Григорьевна
Çуралнă вăхăт XIX ĕмĕр
Çуралнă вырăн Чĕмпĕр кĕперни, Пăва уесĕ, Çĕнĕ Чукал (хальхи Шăмăршă районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт паллă мар
Вилнĕ вырăн паллă мар
Гражданлăх Раççей империйĕ
Пăхăнулăх Раççей империйĕ
Ашшĕ Григорий
Амăшĕ паллă мар
Мӑшӑрӗ паллă мар
Ачисем паллă мар

Симурзина Татьяна Григорьевна (XIX ĕмĕр, Çĕнĕ Чукал - ?) — вĕрентевçĕ тата çуттатуртавçă. XIX ĕмĕрте хальхи Шăмăршă районĕнчи Чукалта (Çĕнĕ Чукалта) вĕрентевçĕ пулăшавçи пулса ĕçленĕ[1].

Çĕнĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Ăçта вĕренни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халлĕхе паллă мар.

Ăçта ĕçлени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чукал шкулне илес пулсан, унта 1876-1883-мĕш çулсенче вĕрентевçĕ — Андрей Маркович Соколов[1]. Вăл — хальхи Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкрен. Малалла Федор Игнатьевич Игнатьев вĕрентевçĕ пулнă. Ăна пулашаканĕ пулса Симурзина Татьяна Григорьевна тăрăшнă. Ку вара Çĕнĕ Чукал çынниех. Асăннă вырăнта вăл 1896-мĕш çулччен тăнă[1]. Ĕçĕсенче яланах вырăнти халăх пулăшăвĕ çине таяннă. Чукал шкулĕн сайтĕнче çакăн пек типпĕн, кĕскен, анчах пĕлтерĕшлĕн калани пур[1]:

<Куçару: Çĕнĕ Чукалта çуралса ÿснĕ Татьяна Григорьевна, шкулта 1896-мĕш çулччен ĕçленĕскер.>

Хальхи вăхăтра "Симурзин" — асăннă ялти чи анла сарăлнă хушаматсенчен пĕри. Т.Г.Симурзина хальхи çав хушаматлă çынсене тăванлăх тĕлĕшпе еплерех пырса тивнине тĕпчемен.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3 тата 4 Шкул историйĕ. 2017 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.