Çĕнĕ Чукал
Çĕнĕ Чукал
Çĕнĕ Чукал
|
Çĕнĕ Чукал, çавăн пекех Пулмантăш та теççĕ (выр. Новые Чукалы), — Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи ял. Чукал ял тăрăхне кĕрет. "Пулмантăш" тесе çавăн пекех ял витĕр юхса выртакан пĕчĕк, анчах тулăх шывлă çырмана та калаççĕ.
Шăмăршăран 35 км, Шупашкартан 187 çм вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта шкул 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ., клуб, "Буратино" ача-пăча сачĕ, ял вулавăшĕ, врач офисĕ, почта уйрăмĕ, ветеринари участокĕ ĕçлет. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 454 çын, çав шутра 232 арçын, 222 хĕрарăм пурăннă[2].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1672 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Сĕве уесĕнчи Янăш ялĕнчи ясаксăр вуннă чăваш Чĕмпĕр воеводине П. И. Хованский патне пуç çапса хут панă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)«... живут де они в Свияжском уезде с отцами своими и братьями, а никакова платежу в государеву казну не платят, а в Свияжском уезде пустовых излишних земель нет, в ясак им написать де негде, а есть де в Синбирском уезде под Алаторским лесом пустовая поместная земля, что жили чукаловская мордва, и та де мордва, покиня тое землю, разбежались в разные уезды, и ныне де с тое ясашной земли в государеву казну платежу ничего нет, лежит впусте».<Куçару: Вĕсем Сĕве уесĕнче ашшĕсемпе, ытти таванĕсемпе пурăнаççĕ, хыснана ним те тӳлемеççĕ. Вырăнта ытлашши пушă çĕрсем çук, çавăнпа ясак тӳлеме те май çук. Чĕмпĕр уесĕнчи Улатăр вăрманĕ енче унччен Чукал ирçисем пурăннă пуш çĕр пур те, анчах лешсем тĕрлĕ çĕрелле тарса пĕтнипе хайхи çĕрсенчен каллех патшалăх хыснине нимле усă та çук.>
Çĕрсĕр чăвашсем çапла ыйтса çырнă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)«на той пустой Чукаловской земли поселитца вновь и в Синбирску написать их в окладные книги и по окладу платить всякие доходы в государеву казну в Синбирску».<Куçару: Çав пушă выртакан Чукал çĕрĕсенче вырнаçасчĕ те Чĕмпĕрте палăрăнса çав тĕлте патшалăх хыснине тĕрлĕ тупăш тӳлесе пурнасчĕ.>
Прихутри оклад кĕнекинче кăтартнипе, Кивĕ Чукалра 26 мордва (ирçе) килĕ пулнă, вĕсем хыснана 10 тенкĕ, 15 ылтăн 1 тенкĕ тӳлесе тăнă. 1671 çулхи кĕркунне Чĕмпĕрти приказ палатинче çапла палăртнă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)«деревня Чукалы пуста, никто в ней не живет»<Куçару: Чукал ялĕ пушă, унта никам та пурăнмасть.>
Патша валли вырнă тырăна авăн çапнă пулнă. Разин пăлхавне хутшаннипе, пулас, ял пушанса юлнă. П. И. Хованский хушнипе Кивĕ Чукал чăвашĕсене çак пушă выртакан çĕрсемпе хуçаланма ирĕк панă, Чĕмпĕре 10 тенкĕ, 15 ылтăн 1 тенкĕ тӳлесе тăма ясак хунă. Çапла кунта Кивĕ Чукал тата Çĕнĕ Чукал чăваш ялĕсем тĕпленеççĕ. Каярах çак çерсенчех вырăссем Вырăс Чукал яла никĕсленĕ [3].
1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕччен Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмкай вулăсĕнче шутланнă.
1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Чăваш Енĕн Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Чăваш Енĕн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă район шутĕнче.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чукал ял тăрăхĕн официаллă сайтĕнчи "Паллă ентешсем" пайра çак ятсене кĕртнĕ[4]:
- Еремеев Сергей Максимович
- Симурзина Роза Петровна
- Сорокина Вера Николаевна
- Устимова Лидия Петровна
Ку йыш çумне тата çак ятсене хушма пулать.
- Симурзина Татьяна Григорьевна — 1896 мĕш çулччен ялти шкулта вĕрентевçĕ пулăшавçи пулса ĕçленĕскер.
- Симурзин Василий Степанович — Чечняра сациаллă тивĕçтерев министрĕ пулнă[5].
= Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ http://history21.narod.ru/294-325.htm [К ВОПРОСУ О ЗАСЕЛЕНИИ ЮГО-ВОСТОЧНОЙ И ЮЖНОЙ ЧАСТЕЙ ЧУВАШИИ (Глава из книги Димитриева В.Д. Чувашия в эпоху феодализма, с.294-325)]
- ^ Паллă ентешсем. (Кунти ытти ятсем — Вырăс Чукал тата Шамккай çыннисен)
- ^ общеобразовательное учреждение "Чукальская начальная общеобразовательная школа" 2017 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чукал ял тăрăхĕн страници
- "Раççей Лыжни-2009" Чукалта- ӳкерчĕксем
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш энциклопедийĕ
Шăмăршă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
||
---|---|---|
Ялсем: Анат Чаткас • Асанкасси • Баскак • Варварино • Васан • Виçпӳрт Шăмăршă • Вырăс Чукал • Ивански • Иккĕмĕш Микишĕн • Ирçе Тĕкки • Канаш • Карапай-Шăмăршă • Кахăрлă Шăхаль • Кĕçĕн Хайпăла • Кивĕ Чукал • Кивĕ Шăмăршă • Кирлистан • Кучек • Максим Горький • Мулля • Пăчăрлă Пашъел • Палтиел • Патирек • Пĕрремĕш Микишĕн • Пуянкасси • Çĕнĕ Чукал • Çĕнĕ Шăмăршă • Çĕнĕ Тăрăн • Триер • Улмаллă • Хайпăла • Хапрăк • Тури Чаткас • Хĕрлĕ Васан • Шăмăршă • Шамккай • Энтĕрел • Ярăслав |