Скуминăн психотренингĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Медитациллĕ психотренинг ларса туни
Медитациллĕ психотренинг выртса туни

Скуминăн психотренингĕ - психотерапи, психопрофилактика меслечĕ[1][2]. Çак тренинг пилĕк ĕçрен тăрать:

  • «Мышцăсене çемçетни» - ура, алă, кĕлетке, мăй, пуç мышцисене майĕпен çемçетсе пырасси. Çак чирпе асапланакансен уйрăмлăхне шута илсе ал сыппи, çурăм, пит мышцисем çине ытларах тимлĕ шута илмелле.
  • «Ăшă» - урасене, алăсене, кăкăр шăммине, мăя, пуçа ăшăра тытасси, мĕншĕн тесен Скумин синдромĕллĕ çынсем ал-ура шăннипе аптраççĕ. Çак туйăмран хăтăлни позитивлă пулма çеç мар, чире кĕрешсе ирттерме пулăшать.
  • «Сывлăша вĕçсе хăпарни» - ятарлă хăтланусем туса ӳт-пĕве туйма пăрахтарни. Ку ĕçе тума хăнăхсан çак симптомпа аптракансен тăтăшах килекен ырату йывăрлăхе чакать. Чирлекенсем хăйсене çăмăлрах туяççĕ, кăмăл-туйăм лайăхланать.
  • «Хăйне хăй ĕнентерни» - кунта ятарлă сыватмалли тĕллевсемпе усă курмалла. Вĕсем ыйхăна йĕркелесе яма, шикленĕве сирсе яма, çыннăн шалти ресурсĕсене чĕртме пулăшмалла.
  • «Хастарланни» - организмра çĕнĕ энерги, вăй-хал кĕртни сывлăха малалла çирĕплетме пулăшать.


В.А. Cкуминăн çак пиллĕк хатланăвĕ психикăна сиплев хыççăн кирлĕ виçере йĕркелесе яма чи паха та тĕллĕ мел пулса тăрать. Вăл психика халне хăвăрт çирĕплетет тата чирлĕ çынна хăйне юратма, сывлăхĕ çине хавас кăмăлпа пăхма шанăç парать.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]