Скумин синдромĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Скумин синдромĕ
ӳкерчĕк
В. А. Скумин, 2014
МКБ-10 F48.8
МКБ-9 300.8

Скумин синдромĕ[1] - психикăна пăсакан симптомокомплекс. Вăл чĕре клапăн аппаратне лартнă хыççăн кашни тăваттăмĕш çыннăн аталанать. Ку симптом аппарат шанчăклă пулнин иккĕленĕвĕнче, çĕмĕрĕлес е ванас хăрушлăхĕнче, кăмăл тата ĕç чăтăмлăхĕ хавшанинче, каçхи ыйхă пăсăлнинче, шикленÿллĕ туйăмĕнче, депрессивлă хавалĕнче палăрать.[2] [3]

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак симптомокомплекса 1978 çулта паллă ăслăхçă Скумин Виктор Андреевич [4] картиопротез психопатологи синдромĕ тесе çырса кăтартнă. В. А. Скумин Н. М. Амосов институтĕнче çак чир-чĕрĕн сăлтавне, клиникăри сăнавне пуçласа тĕпченĕ, унăн диагностика меслечĕсене хатĕрленĕ, сиплемелли, профилактикăна йĕркелемелли эффективлă реабилитаци меслечĕсене, ятарлă сывлăх культурин никĕсне хывнă.

Медицина ăслăхĕн тĕллевĕсенчен пĕрри – чĕре чирĕсене сиплес меслетсене эффективлăрах тăвасси, мĕншĕн тесен çак чирсене пула нумай çын сусăр юлаççĕ, çĕре кĕреççĕ. Кардиохирурги практикинче çĕнĕ меслетсемпе анлă усă курма пуçлани халиччен сыватайман мильон чирлекенсен пурнăçне тăсма тата ĕçе юрăхлă пулма майсем уçса парать. Хальхи вăхăтра чĕрен клапăн аппаратне лартасси ăнăçлă пулса пырать.

Чĕре хирургине нумай хушă кивĕлле терапи меслĕчĕсемпе сипленĕ хыççăн сиплев учрежденине лекнĕ амак пуснă çынсем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Çак чирпе аспланакансене чĕрене çав тери кăткăс операци тума сĕнни шиклентерет, мĕншĕн тесен психологи тĕлĕшĕнчен çыншăн чĕре ытти органсенчен çӳллĕрех туйăнать. Вăл юн уçласа куçаракан ахаль насос çеç мар, пурнăç шăпине тытса пыракан орган, И. П. Павлов каланă пек, «сисĕмлĕ чун органĕ».

Чирлĕ çыннăн психикине операци умĕнхи тапхăрти кардиохирурги лару-тăрăвĕ хăйĕн пулăмĕпе экстремаллă пулнă май япăх витĕм кÿрет. Сурана каснă хыççăн чирлисен кăмăл-туйăмĕ улшăнать. Çакă кардиохирургин хăйне евĕрлĕхĕпе, организма лартнă протез ĕçлеме пуçланипе çыхăннă. Чĕре çине клапăнсем лартнă хыççăн психологи тĕлĕшĕнчен ытларахăшĕн ятарлă симптомокомплекс пуçланать. Ăслăхра ăна Скумин синдромĕ теççĕ.

Этиопатогенетика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1. Starr-Edwards Herzklappe 2. Starr-Edwards Herzklappe 3. Smeloff-Cutter Herzklappe

Этиопатогенетика механизмĕсем çак условисенчен пулса каяççĕ:

  1. Чĕре ĕçленĕ чухне уйрăм шав кăларакан протезра сасă пурри. Ăна пула организмра çакăн пек ĕç пулса иртет: пуç мими чĕре ĕçленĕ май пулакан вибрацине хăлха анализаторĕ патне сигнал ярать [5]
  2. Чĕре аппаратчĕн мышцисене, пысăк юн тымарĕсене сурана каснă чухне сусăрлатни.
  3. Йывăр чĕре çитменлĕхĕпе чирлесе кайнисен психика тата вăй-халĕ хавшани.

Кардиохирурги ситуацийĕ чирлисене икĕ ĕçрен пĕрне суйлама хистет:

  1. операци тума килĕшмелле те - вара сывлăха сиплеме майсем уçăлаççĕ, çав вăхăтрах пурнăçшăн хăрушлăх сиксе тухать;
  2. операци тума килĕшмелле мар – вара чир аталаннăçемĕн хирурги пулăшма пултарайманнипе те килĕшмелле.

Операци умĕнхи тата сурана каснă тапхăрта психологи енчен пурнăçшăн кĕрешес тĕллев çирĕп пулсан каярах вăл тĕллев чакать. Çак пулăма Скумин «психологи дестибилизацийĕ» тенĕ. Операци хыççăн чирлисем йĕркеллех сипленсе пыраççĕ пулин те, пĕтĕмĕшле туйăм хавшани çинчен пĕлтереççĕ. Вĕсен операци уссине шанмасăр иккĕленÿсем çуралаççĕ. Çавăнпа çак çынсем хăйсен тимлĕхне имплантант ĕçлени çинче палăртаççĕ. Темиçе клапăна протез лартнисен Скумин синдромĕ митраль клапăнне улăштарнисенчен 2,6 хут, аорта клапăнне улăштарнисенчен вара 5,7 хут ытларах пулать. Аорта протезировани тунă чух пĕр клапăнне çеç улăштарсан синдром митраль пĕр клапăнне улăштарнинчен 2,2 хут сахалтарах аталанать. Синдром аталанăвĕ çине чирлисен пăсăк кăмăл-туйăмĕ витĕм кÿрет, вăл протез лартма килекенсен 81,9% курăнать.

Клиникăри сăнавĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Скумин синдромĕн клиникăри сăнавĕ хăйне евĕрлĕ. Чирлекенсен шухăшĕ, тыткаларăшĕ улшăнать. Вĕсен пĕтĕм тимлĕхĕ протез ĕçлени тавра çаврăнать. Чирлĕ çын (протез лартнă çын) вĕçĕмсĕр чĕре тапнине сиссе тăрать, чĕрене урăхла туйма пуçлать, унăн ятарлă клапăнĕсем çĕмĕрĕлсе каяс, шарикĕсем çурăлса каяс, протез уйрăлса каяс шикленÿ çуралать. Çыннăн кăмăлĕ пусăрăнать, ăна тунсăх пусать («чĕрери тимĕрпе», «пурнăç моторĕн» протезĕпе мĕнле пурăнмалла ?). Хăй çине алă хурас хăрушлăх та пур.

Чирлекенсен хăшĕ-пĕрри хăйсене упрас тесе çăмăл ĕçрен пăрăнаççĕ, ятарлă клапăнĕсем вăхăтсăр юрăхсăра тухасран хăраса çуран та уçăлса çӳремеççĕ, ятарлă сиплев хатланăвĕсене те тумаççĕ. Чирлисенчен 79,6% çĕрлехи ыйхă пăсăлнипе хĕн курать. Çĕрле протез шакканă май çывăрса каяймасть, сехечĕ-сехечĕпе чĕре ĕçленине итлесе, шакканин шутне шутласа выртать, протез шакканин ритмне, мелодине тăнлать. Кăнтăрлахи шавпа вара тарăн ыйхăпах çывăрма пултарать.

Неврологи енчен те улшăнусем пулаççĕ - кăкăр шăмми тата ыйхă артери тавра ыратнăн туйăнать, юн пусăмĕ улшăнать.

Скумин синдромĕн клиника сăнавĕ çителĕклĕ уçăмлă тата унăн аталанăвĕ кăтартуллă. Тĕп психопатологи радикалĕн характерлă улшăнăвĕ туйăнать. Малтан сенестопатика-ипохондрика аталанать, ун хыççăн абсессивлă фобика туйăмĕ пăсăлать, кайран анксиоз-депресси туйăмĕ çирĕпленет.

Чĕре клапăнĕсене улăштарнă çыннăн маларах асăннă пек реакци аталанать. Тĕпченĕ май протез лартнă çынсен ытларахăшĕн психики пăсăлать. Вĕсем реабилитаци программине пăхăнасшăн мар. Çакăн пек çынсем валли ятарлă психотерапи тата психопрофилактика мероприятийĕсем йĕркелемелле.

Кардиохирургинчи психопрофилактика тата психотерапи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В.А.Скуминăн çак структура çакăн пек тапхăрсене пайланать: хатĕрленӳ тата седативлă мобилизаци. Хатĕрленӳ тапхăрĕ операци умĕн 6-12 кун хушши тăсăлать. Унăн тĕллевĕсем:

  1. Психика халне тимлесси;
  2. Пcихотерапи тĕлĕшĕнчен хутшăнăва çирĕплетесси;
  3. Психологи тĕлĕнчен чĕре аппарачĕн клапăнне улăштарма хатĕрлесси. Психопрофилактика условийĕсене тивĕçлĕ кĕтсе илме вĕрентесси, психикăна амантакан пулăмсем пирки асăрхаттарасси, эмоци енчен усал хыпарсенчен хӳтĕлесси, производствăри тата килти ĕç вăхăтне кĕскетесси, гигиена тĕлĕшĕнчен лайăх условисем туса парасси, пĕлӳпе опыта вырăнлă усă курасси.

В.А.Скумин профессорăн сывлăх культурин вĕрентĕвĕ организма çутă пуласлăх, ăнланулăх çуратать, çыннăн кăмăлне йĕркелет, сывлăха çирĕплетме тата активлă пурнăç патне çитме хистет, Космос Саккунĕпе килĕшӳллĕн савăнăçлă сипленес тата реабилитаци мероприятисене ирттерме майлă шухăша чуна кĕртет.

Седативлă мобилизаци тапхăрĕ 2-4 эрне тăсăлать. Тапхăрăн тĕллевĕсем:

  1. Операци тунисене лăплантарасси;
  2. Операци хыççăнхи вăй-хал туйăмне тĕрĕс ăнланма пулăшасси;
  3. Хастар çынлăх позицийĕсене палăртасси.

Психотерапи мелĕсенчен Скуминăн психотренингĕ питĕ тухăçлă. Çак тренинг пилĕк ĕçрен тăрать:

  1. «Мышцăсене çемçетни» - ура, алă, кĕлетке, мăй, пуç мышцисене майĕпен çемçетсе пырасси. Çак чирпе асапланакансен уйрăмлăхне шута илсе ал сыппи, çурăм, пит мышцисем çине ытларах тимлĕ шута илмелле.
  2. «Ăшă» - урасене, алăсене, кăкăр шăммине, мăя, пуçа ăшăра тытасси, мĕншĕн тесен Скумин синдромĕллĕ çынсем ал-ура шăннипе аптраççĕ. Çак туйăмран хăтăлни позитивлă пулма çеç мар, чире кĕрешсе ирттерме пулăшать.
  3. «Сывлăша вĕçсе хăпарни» - ятарлă хăтланусем туса ӳт-пĕве туйма пăрахтарни. Ку ĕçе тума хăнăхсан çак симптомпа аптракансен тăтăшах килекен ырату йывăрлăхе чакать. Чирлекенсем хăйсене çăмăлрах туяççĕ, кăмăл-туйăм лайăхланать.
  4. «Хăйне хăй ĕнентерни» - кунта ятарлă сыватмалли тĕллевсемпе усă курмалла. Вĕсем протез ĕçлени çине адекватлă пăхма, ыйхăна йĕркелесе яма, шикленĕве сирсе яма, çыннăн шалти ресурсĕсене чĕртме пулăшмалла.
  5. «Хастарланни» - чир пирки çеç шухăшламан пусăрăнчăк кăмăллă çынсене вырăнтан тапратасси. Организмра çĕнĕ энерги, вăй-хал кĕртни сывлăха малалла çирĕплетме пулăшать.

В.А.Скуминăн çак пиллĕк хатланăвĕ психикăна сиплев хыççăн кирлĕ виçере йĕркелесе яма чи паха та тĕллĕ мел пулса тăрать. Вăл психика халне хăвăрт çирĕплетет тата чирлĕ çынна хăйне юратма, сывлăхĕ çине хавас кăмăлпа пăхма шанăç парать.

Пĕтĕмĕшле каласан, çак чирпе асапланакансене сиплес программăна психика реабилитацине йĕркелесе ирттернипе психопатологи аталанассине вăхăтра сирсе ярать, çыннăн сывлăх шайне çĕклет, хăйсене çемьере тата ĕçре ыттисемпе пĕр тан туйма пулăшать[6]

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 24tv.ua 13/12/2013
  2. ^ Синдром Скумина
  3. ^ Синдром Скумина
  4. ^ Профессор В. А. Скумин
  5. ^ Бачериков Н. Е., Михайлова К. В. Соматогенные психические расстройства // Клиническая психиатрия / Под ред Н. Е. Бачерикова. — Киев: Здоров’я, 1989. — С. 245. — 40 000 экз. — ISBN 5-311-00334-0.
  6. ^ Bendet, Ya. A.; Morozov, S. M.; Skumin, V. A. (1980). "Psychological aspects of the rehabilitation of patients after the surgical treatment of heart defects" Psikhologicheskie aspekty reabilitatsii bol'nykh posle khirurgicheskogo lecheniia porokov serdtsa. Kardiologiia 20 (6): 45–51.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]