Кардиохирурги
Кардиохирурги (чĕре-тымар хирургийĕ, АПШра çаплах кардиоторакаллĕ хирурги теçççĕ) — хирургин тата кардиологин чĕре-тымар тытăмĕн патологине пĕтерессипе ĕçлекен талккăшĕ (сыпăкĕ). Тĕслĕхрен, кардиохирурги ЧЧЧ сиплевĕн ăнăçлă, миокард инфаркчĕн аталанăвне чаракан мелĕ шутланать.[1]
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Медицина ăслăхĕн тĕллевĕсенчен пĕрри – чĕре чирĕсене сиплес меслетсене эффективлăрах тăвасси, мĕншĕн тесен çак чирсене пула нумай çын сусăр юлаççĕ, çĕре кĕреççĕ.
Кардиохирурги практикинче çĕнĕ меслетсемпе анлă усă курма пуçлани халиччен сыватайман мильон чирлекенсен пурнăçне тăсма тата ĕçе юрăхлă пулма майсем уçса парать. Хальхи вăхăтра чĕрен клапăн аппаратне лартасси ăнăçлă пулса пырать.
Чĕре хирургине нумай хушă кивĕлле терапи меслĕчĕсемпе сипленĕ хыççăн сиплев учрежденине лекнĕ амак пуснă çынсем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Çак чирпе аспланакансене чĕрене çав тери кăткăс операци тума сĕнни шиклентерет, мĕншĕн тесен психологи тĕлĕшĕнчен çыншăн чĕре ытти органсенчен çӳллĕрех туйăнать. Вăл юн уçласа куçаракан ахаль насос çеç мар, пурнăç шăпине тытса пыракан орган, И.П.Павлов каланă пек, «сисĕмлĕ чун органĕ».
Чирлĕ çыннăн психикине операци умĕнхи тапхăрти кардиохирурги лару-тăрăвĕ хăйĕн пулăмĕпе экстремаллă пулнă май япăх витĕм кÿрет. Сурана каснă хыççăн чирлисен кăмăл-туйăмĕ улшăнать. Çакă кардиохирургин хăйне евĕрлĕхĕпе, организма лартнă протез ĕçлеме пуçланипе çыхăннă.
Чĕрене клапăнсем лартнă хыççăн психологи тĕлĕшĕнчен ытларахăшĕн ятарлă симптомокомплекс пуçланать. Ăслăхра ăна Скумин синдромĕ теççĕ[2].
Тĕнчери паллă кардиохирургсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кристиан Барнард
- Майкл Дебейки
- Дентон Кули
- Джон Кирклин
- Уолтон Лиллехай
- Дональд Росс
- Рене Февалоро
- Марко Турина
Паллă совет тата раççей кардиохирургĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бураковский Владимир Иванович
- Бакулев Александр Николаевич
- Мешалкин Евгений Николаевич
- Ильин Владимир Николаевич
- Амосов Николай Михайлович
- Колесов Василий Иванович
- Бокерия Лео Антонович
- Петровский Борис Васильевич
- Шумаков Валерий Иванович
- Ревишвили Амиран Шотаевич
- Соловьев Глеб Михайлович
- Шевченко Юрий Леонидович
- Акчурин Ренат Сулейманович
- Дземешкевич Сергей Леонидович
- Фальковский Георгий Эдуардович
- Покровский Анатолий Владимирович
- Просовский Анатолий Вячеславович
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Амосов Н. М., Бендет Я. А. Терапевтические аспекты кардиохирургии. — Кейӳ: Здоровье, 1983. — 296 с.
- Бендет Я. А., Морозов С. М., Скумин В. А. Психологические аспекты реабилитации больных после хирургического лечения пороков сердца. // Кардиология. — 1980. — № 6. — C. 45—50.
- Бобина Л. А. Синдром Скумина как нозологическая форма // К Здоровью через культуру. — 2010. — № 18. — С. 22-36. ISSN 0204-3440
- Скумин В. А. Непсихотические нарушения психики у больных с приобретёнными пороками сердца до и после операции. // Журнал невропатологии и психиатрии им. С. С. Корсакова. — 1982. — Вып.11. — C. 1730—1735.
- Скумин В. А., Бобина Л. А. Пропедевтика культуры здоровья. Çĕнĕ Шупашкар: Терос, 1994. — 192 с. ISBN 5-88167-002-7
- Скумин В. А. Культура здоровья. Избранные лекции. — Шупашкар, 2002. — 264 с. ISBN 5-88167-019-1
- Филатов А. Т., Скумин В. А. В. А. Психопрофилактика и психотерапия в кардиохирургии. — Киев: Здоров’я, 1985. — 72 с.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Medicus.ru Кардиохирургия без границ(ĕçлемен каçă)
- ^ Клинические разделы медицины. Искусственное сердце. Справочник для студентов 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чĕрепе чĕре тымарĕсен хирургийĕ 2011 ҫулхи Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Журнал «Патология кровообращения и кардиохирургия» 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Нимĕçсен Берлинри кардиологи центрĕ (DHZB) 2022 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сердечно-сосудистая хирургия для врачей
- Сердечно-сосудистая хирургия пациентам
- Кардиохирурги пирки видео — операцисемпе семинарсем
Ку хирурги пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |