Смирнова Валентина Владимировна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Валентина Смирнова
Çуралнă чухнехи ят: Смирнова Валентина Владимировна
Çуралнă вăхăт: 1959 çулхи юпа, 8
Çуралнă вырăн: Кӳлхĕрри ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР, ССРП
Професси: опера артисчĕ
Гражданлăх:
Хастар çулсем: 1991 - х.в.
Театр: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Рольсем: Лиза, Татьяна, Ларина, Иоланта, Микаэла, Сантуцца, Леонора, Амелия, Розина, Нарспи, Сетнер амăшĕ, Марина Мнишек, Тоска, Ярославна, Катерина, Амăш сасси, Ганна Главари, Анжель, Розалинда, Саффи, Сильва, Марица, Хĕрарăм, Ассоль амăшĕ
Спектакльсем: «Пиковая дама» П. Чайковский, «Евгений Онегин» П. Чайковский, «Иоланта» П. Чайковский, «Кармен» Ж. Бизе, «Сельская честь» П. Масканьи, «Трубадур» Дж. Верди, «Бал-маскарад» Дж. Верди, «Свадьба Фигаро» В.А. Моцарт, «Нарспи» Г. Хирбю, «Борис Годунов» М. Мусоргский, «Флория Тоска» Дж. Пуччини, «Князь Игорь» А. Бородин, «Иван Яковлев» А. Васильев, «Сказки Гофмана» Ж. Оффенбах, «Веселая вдова» Ф. Легар, «Граф Люксембург» Ф. Легар, «Летучая мышь» И. Штраус, «Цыганский барон» И. Штраус, «Сильва» И. Кальман, «Марица» И. Кальман, «Дюймовочка» А. Галкин, «Алые паруса» О. Нестерова

Валентина Владимировна Смирнова (Геворкян) (8.10.1959, Кӳлхĕрри ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР çур.) — раççей чăваш опера юрăçĕ.

РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ[1][2].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1959 çулхи юпан 8-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнчи Вăрнар районĕнчи Кӳлхĕрри ялĕнче çуралнă. Вăтам шкулта вĕренсе тухсанах мусăкçă профессине алла илес тенĕ.

Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕвĕшĕн вокал уйрăмĕнче (З.П. Селиванова класĕ) палăрса вĕренсе тухнă хыççăн Сарăтури Л. В. Собинов ячĕллĕ патшалăх консерваторинче (РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ, А.А. Шевелева профессор класĕ) аслă пĕлӳ илнĕ.

1991 çултанпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлет.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2006 çулта Тоска («Флория Тоска») партине сăнарланăшăн Республикăри VII театр ӳнерĕн конкурсĕнче «Чĕнтĕрлĕ чаршав» номинацире «Мусăк спектаклĕнче партие лайăх сăнарланăшăн» лауреат ятне тивĕçнĕ.
  • 2015 çулта «Нарспи» спектакльре Сентнер амăшне сăнарланăшăн Республикăри XVI театр ӳнерĕн конкурсĕнче «Эпизодри чи лайăх роль» номинацире лауреат ятне тивĕçнĕ.
  • Тĕнчери вокалистсен конкурсĕн лауреачĕ (Бельги, 2013),
  • Тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕн лауреачĕ (Турци, Ялова зула, 2015).

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Биографийĕ театр сайтĕнче 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Биографи

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]