Смирнова Лидия Николаевна
Лидия Смирнова | |||||||||||||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Лидия Николаевна Смирнова | ||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1915, кăрлач, 31 | ||||||||||||||||
Çуралнă вырăн: | Мензелинск хула, Мензелинск уесĕ, Ĕпхӳ кĕперни, Раççей империйĕ | ||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2007 утă, 25 | ||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Зеленоград, РФ | ||||||||||||||||
Гражданлăх: |
ССРП → Раççей Федерацийĕ | ||||||||||||||||
Професси: | актриса | ||||||||||||||||
Карьера: | 1934—2005 | ||||||||||||||||
Чыславсемпе парнесем: |
| ||||||||||||||||
IMDb: | ID 0807074 |
Ли́дия Никола́евна Смирно́ва — совет тата раççей актриси. ССРП халăх артисчĕ (1974). III степеньлĕ Сталин премин лауреачĕ (1951).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лидия Смирнова 1913 çулта кăрлачăн 31-мĕшĕнче Мензелинск хулинче (халĕ Тутарстанра) (урăх çăлкуçсенче — Тобольскра [1] (халĕ Тĕмен облаçĕнче)), офицерпа вырăнти вĕрентӳçĕ çемьинче çуралнă. Официаллă, çуралнă çул 1915 шутланать[2][3], анчах та хăйĕнне 2 çула «вăрланă» тесе темиçе хутчен те каланă: документсем çинче «виççĕне» «пиллĕк» çине тӳрлетнĕ. Документсенче çакна çирĕплетни çук, çапах та 1932 çулта Смирнова шкулта тата техникумра вĕренсе тухнăскер, МАИ 2-мĕш курсĕнче вĕреннĕ, çак ĕнтĕ унăн çул ӳсĕмне кăтартать.
Амăшĕ вилсен, аслă пиччĕшĕ çемьинче, Тобольскра пурăннă. Пĕрле каярах Мускава куçса кайнă. Шкулта вĕренсе тухсан Училище çумĕнчи промăçлă-экономика техникумне вĕренме кĕнĕ. Çав хушăрах виçĕ çул ПАБТ (халĕ Мускаври патшалăхăн хореографи академийĕ) çумĕнчи балет шкулĕнче ăсталăхне ӳстернĕ. Ятарлă вăтам пĕлӳ дипломне илсен Авиаци промăçлăхĕн тĕп управленинче ĕçленĕ. Каярах Мускаври авиаци институчĕн студенчĕ. Техника специальнăçĕпе хăтланнă, киноактриса карьери пирки шухăшламан та.
Театрăн шкул-студине авиаци институтĕнче иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне çӳреме тытăннă. Кĕрес тесе виçĕ çĕре Е. Б. Вахтангов шкул-студине (халĕ Борис Щукин ячĕллĕ театр институчĕ), Камера театрĕ çумĕнчи театр-студине тата ВГИКа хут çырса панă, виççĕшне чĕннĕ. Камера театрĕ çумĕнчи шкул-студие суйласа илнĕ, мĕншĕн тесен киле çывăх пулнă (1938 çулта вĕренсе тухнă). Вĕреннĕ чухнех ăна тăтăшах киностудисене çапăнма йыхравланă. Сикер куçлă сарă хĕр кирлĕ чухне: «Пирĕн Смирнова пур» тенĕ, анчах та сайра хутра роле çирĕплетнĕ. Вĕренӳ тапхăрĕнче Камера тата [Реализм театрĕ|Реализм]] театрĕсенче вылянă.
1940—1945 çулсенче — «Мосфильм» киностуди актриси. Кинори пĕрремĕш ĕçĕ — Шурочка ролĕ, «Моя любовь» лирикăллă мусăк фильмĕнче. 1941 çул тĕлне киноактрисăн карьери пуçланса кайнă.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1955)
- РСФСР халăх артисчĕ (1965)[4]
- СССР халăх артисчĕ (1974)
- Виççĕмĕш степеньлĕ Сталин премийĕ (1951) — Смайда ролĕшĕн, кинофильм «У них есть Родина» (1949)
Театр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1948 — «Молодая гвардия» А. А. Фадеев романĕпе (режиссёр С. А. Герасимов, Э. Ю. Волк, Т. Ф. Макарова режиссёрсем) — Люба Шевцова
- 1949 — «Остров мира» Е. Петрова (Л. С. Рудник лартнă) — Памела
- 1951 — «За тех, кто в море!» Б. А. Лавренёв (режиссёр Н. С. Плотников) — Горелова
- 1952 — «Софья Ковалевская» Братьев Тур (С. Эйнгельштейн лартнă) — Анна Васильевна
- 1953 — «Последние» М. Горький (Н. С. Плотниковпа К. И. Плотникова лартнă) — Надежда
- 1954 — «Смерть Пазухина», М. Е. Салтыков-Щедрин романĕпе (А. Л. Грипич лартнă, режиссёр-ассистент А. А. Дудоров) — Анна Петровна Живоедова
- 1955 — «Анджело, тиран Падуанский» В. Гюго (Г. О. Шпигель тата П. А. Шпрингфельд режиссёрсем, А. В. Кельберер режиссёр) — Тизбе
- 1957 — «Гедда Габлер» Г. Ибсен (А. В. Эфроспа Б. И. Малкин лартнă) — Фру Теа Эльвсед
- 1963 — «Суровое поле», А. А. Калинин романĕпе (режиссёр Д. А. Вурос) — Феня
- 1976 — «День приезда — день отъезда» В. К. Черных пьесипе (Ф. С. Шейн лартнă) — Олимпиада
- 1983 — «Ссуда на брак» К. Н. Воинова (постановка К. Н. Воинова) — Елена Михайловна
- 1988 — «Жизнь моя — кинематограф» (режиссёр В. С. Спесивцев) — Лидия Смирнова
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
|
|
Телеспектакльсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1972 — Развод по-нарымски (фильм-спектакль) — Дуся Пронина
Библиографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Смирнова Л. Моя любовь. М.: Вагриус, 1997.
Смирнова Л. Моя любовь. Изд. 2-е, дополненное. М.: Вагриус, 2005
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иванова В. С. Лидия Смирнова. — М.: Искусство, 1972. — (Мастера советского кино).
- Михалков С. Наша дружба [: Лидия Смирнова] // Мой любимый актёр: Писатели, режиссёры, публицисты об актёрах кино [: сб.] / Сост. Л. И. Касьянова. М.: Искусство, 1988. С.261—274.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ https://bigenc.ru/theatre_and_cinema/text/3839700 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Могилы знаменитостей. Смирнова Лидия Николаевна (1915—2007)
- ^ актриса СМИРНОВА Лидия Николаевна — памяти актрисы — Клуб женщин младшего пенсионного возраста
- ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 25 июня 1965 года «О присвоении звания народной артистки РСФСР Смирновой Л. Н.»
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Могила на Введенском кладбище 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Лидия Смирнова, биография в изложении Ф. Раззакова
- Лидия Смирнова. Страница на портале «Биограф»
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Актрисăсем, алфавитпа
- Актрисăсем СССР
- Актрисăсем России
- Актрисăсем XX века
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 4 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Туслăх орденĕн (Раççей) кавалерĕсем
- Октябрь Революци орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Хисеп палли» орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Ĕç ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- «Мускав 850 çул тултарнине асăнмалăх» медальпе чысланисем
- ССРП халăх артисчĕсем
- РСФСР халăх артисчĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- Сталин парни лауреачĕсем
- Пайăр çынсем:Реализм театрĕ
- Пайăр çынсем:Таировăн камера театрĕ
- Пайăр çынсем:Мосфильм
- «Кумир» преми лауреачĕсем
- ССКП пайташĕсем
- ССКП XXIII съезчĕн делегачĕсем
- Мускав хулин канашĕн депутачĕсем
- Введенское çăва çине пытарнисем