Снигирь Юлия Викторовна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Снигирь хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Юлия Снигирь
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Юлия Викторовна Сирискина
Професси: XXI ĕмĕрти раççей актриси
Карьера: 2006 — х. в.

Ю́лия Ви́кторовна Сниги́рь (1973, çĕртме, 2, Донской, Тулă облаçĕ) — раççей актриси, моделĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юлия Снигирь 1983 çулхи çĕртмен 2-мĕшĕнче Тулă облаçĕн Донской хулинче çуралнă.

Донской хулинче 29 №-лĕ гимназире вĕренсе тухнă Мускаври патшалăх педагогика университечĕн ютçĕр чĕлхисен фпкультетĕнче (акăлчан уйрăмĕ, «акăлчан филологийĕ» специальнăçĕ) пĕлӳ илнĕ[1].

Университет хыççăн Юлия шкул ачисен акăлчан чĕлхине вĕрентнĕ. Тумтир рекламинен кастинга кайсан, фотограф ăна модель фотоагентствине çитме сĕннĕ. Çавăнтах Валерий Тодоровскин ассистенчĕ пулнă, вăл Юльăна «Стиляги» фильма хутшăнма чĕннĕ. Актёрсен йышне лекмен пулсан та, Снигирь театр ващне тĕл тытнă. Щукин ячĕллĕ театр училищине, Р. Ю. Овчинников курсне вĕренме кĕнĕ. «Звери» группа кĕвĕленĕ «До скорой встречи» юрăн мусăк клипĕнче ӳкерĕннĕ хыççăн паллăна тухнă[2].

Юлия Снигирь кинора пĕрремĕш «Последний забой» фильмра (2006 çулта) хăйне кăтартнă. Юлия çаплах «Вакцина», «Глянец» фильмсенче çапăннă. Каярахпа Фёдор Бондарчукăн «Обитаемый остров» пысăк проекчĕнче (Рада Гаал ролĕ) ĕçленĕ.

Юлия Снигирь nfnf Данила Козловский «Крепкий орешек: Хороший день, чтобы умереть» фильм премьеринче. 2013 çулхи акан 7-мĕшĕ.

2015 çулта «Пĕрремĕш каналра» «Великая» нумай сериллĕ байопик тухнă, унта актриса тĕп роле вылянă[3].

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]