Сошальский Владимир Борисович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сошальский Владимир Борисович, — вырăс актёрĕ. 1929 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă. 2007 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Варвара Розальон-Сошальская кил-йышĕнче çуралнă. 1948 çулта Ленинградри ÇТ çумĕнчи театр студине вĕренсе пĕтернĕ. 1948-1951 çак театрта ĕçленĕ. Кайран вара Мускаври Совет Çар театрне куçнă. Унта вăл мĕн виличчен ĕçленĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăл çак спектакльсенче вылянă:

  • «Хождение по мукам»;
  • «Макбет»;
  • «Стрекоза»
  • «Не было ни гроша, да вдруг алтын»;
  • «Варвары»;
  • «Обрыв»;
  • тата ыттисенче.

Владимир Сошальский çак киносенче ӳерĕннĕ:

  • «Анна на шее» (Майри Анна, 1954);
  • «Отелло» (1955);
  • «На графских развалинах»" (Графăн ишĕлчĕкĕсенче, 1957);
  • «31 июня» (Çĕртмен 31-мĕшĕ, 1978);
  • «Колье Шарлотты» (1984);
  • «Виват, гардемарины!» (1991);
  • тата ыттисенче.