Станислав Лем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Станислав Лем

Станислав Херман Лем (пол. Stanisław Herman Lem) — поляк çыравçи, сатирик, философ. 1921 çулхи авăн уйăхĕн 12 Львов хулинче çуралнă. 2006 çулхи пуш уйăхĕн 27 Краков хулинче вилнĕ. Унăн кĕнекисем 40 чĕлхе çине куçарăннă, 27 млн ытла экземпляр сутăннă.

1977 çулта ăна Краков хулин чаплă гражданинĕ шутне кертнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Станислав Лем ларинголог тухтăрĕн çемьинче çуралнă. Львов университетĕнче медицина тĕлĕшенчен пĕлӳ пухнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи унăн пурнăçне университетра вĕреннĕ чухне кĕнĕ. Тăшмана хирĕç ушкăнсене хутшăннă, хула фашистсем аллине лекнĕ хыççăн автомеханик тата сварщик пулса ĕçленĕ.

Станислав Лем, Краков (Польша), 2005, 10, 30

Çыравçă пурнăçĕ çинчен анлăрах унăн «Манăн пурнăç» (Mein Leben, 1983) автобиографине вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех ачалăх вăхăчĕ çинчен «Çӳллĕ замок» романне çырнă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Станислав Лем фантастикăллă ĕçсем çырнă. Унăн ĕçĕсенче кулăшла самантсем питĕ нумай тупма пулать.

Хăй каланă тăрах, унăн пултарулăхĕ çине çак çыравçăсем витĕм кӳнĕ: