Станьял Виталий Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Виталий Станьял
Çуралнă чухнехи ят: Виталий Петрович Никитин
Çуралнă вăхăт: 1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Кĕçĕн Сĕнтĕр ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: сăвă, публицистика, литература тишкерĕвĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: халăх академикĕ, Аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçтешĕ (2000)
Никитин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Станьял Виталий Петрович (паспортри хушамачĕ Никитин, 1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ, Станьяль ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР çуралнă), — чăваш сăвăçĕ, публицисчĕ, литература тишкерӳçи, халăх академикĕ[1][2].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Станьяль ялĕнче çуралнă.

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен (1962), И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалах университечĕн аспиратуринчен (1972) вĕренсе тухнă.

Чылай вăхăт «Коммунизм Ялавĕ» ,(«Çамрăк коммунист»), «Советская Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ. Комсомольски, Шупашкар, Шăмăршă районĕсенчи вăтам шкулсенче ачасене вĕрентнĕ.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетра чăваш литературипе фольклор кафедрин ертӳçинче, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пай пуçлăхĕнче ĕçлет.

Чăваш литературипе тата культурипе 5-10 классем валли вĕренӳ кĕнекисем кăларнă.

1991 çултанпа Чăваш тавра пĕлӳçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи, 1992 çултанпа Чăваш халăх академийĕн вице-президенчĕ.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Абрамов, А. Орден илме тивĕç Станьял / А. Абрамов // Хыпар. – 2010. – 5 нарăс (№ 4). – С. 14.
  • Абрамов, А. Ҫамрӑк ӑрӑвӑн ҫул кӑтартуҫи / А. Абрамов ; автор сӑн ӳкерчӗкӗсем // Тантӑш. – 2010. – 21 кӑрлач (№ 2). – С. 4.
  • Борлен, Б. Виталий Станьял... режиссер / Б. Борлен // Хыпар. – 1996. – 16 нарăс.
  • Малютин, С. Р. Никитин (Станьял) Виталий Петрович / С. Р. Малютин // Тăван ен (Шупашкар р-нĕ). – 2002. – 6 утă.
  • Мефодьев, А. И. «Ирçесем патне тек чупрăмăр» : [сăвă] / А. И. Мефодьев // Тăван ен (Шупашкар р-нĕ). – 1998. – 18 утă.
  • Терентьева, О. Нумай енлĕ пултарулăх : В. П. Станьял ăсчах 65 çулта / О. Терентьева // Тăван Атăл. – 2005. – № 1. – С. 63-64.
  • Симаков, В. Камсем эпир? Мĕнле йăхран? / В. Симаков // Тăван Атăл. – 2006. – № 9. – С. 154-155.
  • (Никитин Виталий Петрович (Станьял) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 293.
  • Никитин (Станьял) Виталий Петрович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930–2005. – Чебоксары, 2005. – С. 114.
  • Станьял (Никитин ) Виталий Петрович // Чувашские народные академики : биобиблиогр. справ. – Чебоксары, 2005. – Вып 1. – С. 110-111.
  • Терентьева, О. Н. Никитин (Станьял) Виталий Петрович / О. Н. Терентьева // Чуваш. гуманит. вестн. : археология, искусствоведение, история, правоведение, социология, филология, экономика, этнология. – 2010. – № 5. – С. 235-238.
  • Федотова, Е. В. Станьял (Никитин) Виталий Петрович / Е. В. Федотова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 105-106.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]