Сулу тинĕсĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сулу тинĕсĕ
Вырнаçăвĕ Кантăр-хĕвелтухăç Ази
Лаптăк 335 пин км²
Чи тарăнăшĕ 5576 м

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице Сулу тинĕсĕ (тагал Dagat Sulu, малай Laut Sulu) Лăпкă океанăн Филиппинсен архипелагĕ, Палаван, Калимантан тата Сулуархипелагĕ хушшинче вырнаçна тинĕс. Лаптăкĕ 335 пин км2.

Сулу тинĕсне ытти тинĕссемпе çыхăнтаран тинĕс пырĕсем тăвăр та ăшăх. Кăнтăр Китай тинĕсĕпе çыхантаракан Миндоро тинĕс пырĕн чи тарăн вырăнĕ 450 м яхăн çеç, тинĕсри чи тарăн вырăн 5576 м çитет. Сулавеси тата Минданао тинĕсĕсепе çыхăнтаракан тинĕс пырĕсем тата ăшăхрах.

Çиелти шыв температури 25,5°С (хĕлле)-29°С (çулла). Тăварлăхĕ 33-34,5.

Тинĕсĕн кăнтăр пайĕнче коралл рифĕсем нумай. Туббатаха атоллĕ - сыхлакан тинĕс усравĕ, Пĕтĕм тĕнче тивлетлĕхĕ йышĕнче шутланать ЮНЕСКО.

Çыран хĕрринче пурăнакансем пулă тытса пурăнаççĕ.

Портсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Илоило (Панай утравĕ), Замбоанга (Минданао утравĕ), Сандакан (Калимантан утравĕ) тата Пуэрто-Принсеса (Палаван утравĕ). Хăшпĕр утравсен çыранĕнче мангров варманĕсем сарăлнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Лăпкă океан тинĕсĕсем
Бали |Банд | Беринг | Тухăç-Китай | Висаян | Сарă | Камотес | Кăнтăр Китай | Коралл | Коро | Минданао | Молукк | Çенĕ Гвиней | Охот | Саву | Самар | Серам | Сибуян | Соломон | Сулавеси | Сулу | Тасман | Фиджи | Филиппин | Флорес | Хальмахер | Шалти Япон | Ява | Япон