Суриков Юрий Константинович
Курӑнакан калӑплав
Юрий Константинович Суриков - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2001), баянист.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юрий Суриков 1946 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тукач ялĕнче çуралнă. 1061 çулта Хирлеппуçĕнчи 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухать.
1963 çулта Саранск хулинчи 5-мĕш №-лĕ ГПТУ-ран вĕренсе тухать. 1965-1968 çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре. 1968 çулта Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ Мусăк училишине пĕлӳ пухма кĕрет, 1972 çулта ăна анăçлă вĕçлет. 1972-1974 çулсенче Йĕпреçри мусăк шкулĕнче тăрăшать. 1979 çулта Хусанти культура институчĕн дипломне тивĕçет.
1974 çултанпа — Чăваш патшалăх ташăпа юрă ансамблĕн артисчĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.