Контент патне куҫ

Хирлеппуç Мĕлĕш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Хирлеппуç ҫинчен куҫарнӑ)
Хирлеппуç Мĕлĕш
Хирлеппуçа кĕнĕ çĕрте.
Хирлеппуçа кĕнĕ çĕрте.
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Тавăт
Координатсем 55°43′55″ с. ш. 46°39′35″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пĕрремĕш асăну 1774
Малтанхи ятсем Мĕлĕш
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429240
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Хирлеппуç Мĕлĕш (Раççей)
Точка
Хирлеппуç Мĕлĕш (Чăваш Ен)
Точка

Хирлеппуç Мĕлĕш (кĕскен Хирлеппуç), — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Тавăт ял тăрăхне кĕрет.

Элĕкрен 6 çухрăм анăçалла вырнаçнă. Урамсем Хирлеп шывĕн икĕ енче саралса лараççĕ. Ĕлĕкрен пӳртсене касăн лартнă пулнă, каярах, халăх хунаса пынă май, уйрăлса тухса çынсем, çĕр енчен хĕсеккипе, çырма патнерех вырнаçма тытăннă. Çапла вара хирĕçле иккĕ касă урам туса хунă[1].

Ялтан анăç еннелле - Шăлан выççăлкипе Шураç ялĕ, çурçĕр еннелле- Кораккаси, кăнтăрта - Хуравар, Хитекушкăнь, Павлушкăнь ялĕсем вырнаçнă. Тавăта тӳрĕ çул çук - кăнтăр-анăç тĕлнелле çуран çырмапа иккĕ улăхпа иккĕ уй урлă утса каçмалла. Тухăç-çурçĕр еннелле иккĕ çухрăм утсан Тукача çитме пулать. Хĕвел тухăç енче — Торăпкасси (пĕр çухрăм çурă), Асамат (5 çухрăм) ялĕсем.

Хирлеппуç Мĕлĕш хăйĕн ятне Хирлеп юханшывран йышăннă. Халăхра авалтан упранса юлнă халапсенче Хирлеппуç Мĕлĕш ялне пуçарса яраканĕ Христос тĕнне кĕмен Мĕлĕш ятлă чăваш пулнă теççĕ. Çавăн пекех Хуравар, Хитекушкăнь, Торăпкасси, Çĕнушкăнь (Асамат ялĕ) тата Павлушкăнь (тепĕр ячĕ — Пĕчĕк Хирлеп) ялĕсене те Мĕлĕш тымарĕ теççĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче, Кушлавăш ялĕ çумĕнче Мĕлĕш ялĕ пур. Çак яла Элĕк тăрăхĕнчи мĕлĕшсем куçса кайса никĕслесе янă, теççĕ.

Топономика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шур çырма, Çĕлен çуч, Мăн улăх, Мăн вар, Хурлăхан варĕ, Ярска варĕ, Чичак вар, Улмуççи варĕ, Шевлен, Ларла çарань, Улюнка тăвайкки, Упа вар, Чӳчек вар, Тури вар, Çара вар, Ырчăк вар, Хĕлĕп пĕви, Тури пĕве.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта 245 çын (2006) пурăнать; 5 урампа 1 тăкарлăк: Тĕп (авалхи ячĕ - Улăх кукри), Кооператив (Хăркăн), Тăкăрлăк (Хирлеп кукăрĕ, Турчка кукăрĕ урамсене пĕрлештернĕ хыççăн), Шкул (Ускам), Комсомол (Хирлеп кукри) урамĕсем[2].

Фельдшер уйрăмĕ, культура çурчĕ, вулавăш, кооператив лавки пур. Пĕр хутлă çуртсем лараççĕ, хутран-ситрен иккĕ хутлисем те тĕл пулаççĕ.

Элĕкрен Хирлеппуçне çити Торăпкасси витĕр асфальт сарнă автомобиль çулĕ пырать.

2010 çулхи авăн уйăхĕнче яла хытă витĕмлĕ (асфальт сарнă) çула кĕртес ĕçсене тапратнă[3].

Вĕтĕ чул сарма çĕре илнĕ.

Асфальт çулне малтанлăха Тăкăрлăк урамĕн çуррине кăна хунă.

Çутçанталăк пурлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял çумĕнче лăсăллă тата çулçăллă вăрман тӳпене кармашать. Унта хыр, чăрăш, çемçе чăрăш, пихта, çăка, хурама, хурăн, вĕрене, тирек, йăмра ӳсет. Йывăç хӳтлĕхĕнче, уй-хирте тĕрлĕ вĕçен кайăк, вĕсен хушшинче хурчка, тăмана, ӳхĕ, тăрна, шăнкăрч, шăпчăк, чĕкеç, тăри, пилеш кайăкĕ, улатакка, пăрчăкан, куккук, вĕршĕн тата урăххи те йăва çавăрса чĕпĕ кăларать.

Çырмана пӳлсе тунă шыв кӳллисенче чылай хир кăвакалĕ самăрланать. Кунта уланкă, карп, карас тата тĕрлĕ пулă чӳхенет.

1774 çулхи утă уйăхĕнче Пугачёв хăйĕн çарĕпе ял çывăхĕнчен Шăмат вулăс çĕрне иртсе кайнă. 1907 çулта çырса илнĕ асаилӳре çав вăхăтсене çапла асăнса çырнă[4]:

"От Хирлеппось Пугачёв направился в Шуматовскую волость, между Тогач и Хирлеппоси есть большой уже высохший дуб, известный под названием в народе "Дуб 12 попов". На нем были повешены восставшими крестьянами 12 священников. Близ Хирлеппось есть "Царевна земля" (ĕмпӳ çĕрĕ). Длина этого земельного участка 3 версты, ширина 1 верста. (НА ЧНИИ, отд. 3, ед. хр. 17, л. 9).

1781 - 1782 çулсенче ирттернĕ халăх çыравĕнче çапла çырнă:

"Милюшева, при р. Хирлеп, 151 ревизских душ"

Çак çулсенче Хирлеппуç ялĕ 19 килтен тытăнса тăни паллă пулать. 1859 çул тĕлне вара ялта 23 кил, 66 арçынпа 75 хĕрарăм, 1907 çулта — 482 çын пурăннă, 1926 çулта — 125 кил пулнă, 539 çын пурăннă.

1866 çулчен çĕр ĕçтешĕсем патшалăхăн шутланнă.

1895 çулта Хирлеппуç ялĕнче шкул уçăлать.

Хирлеппуçĕнчи 8 çул вĕренмелли шкул ушкăнĕ Волгорадра. 1975 çул.

20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче ялта 4 çиларманĕ ĕçленĕ.

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

1970-мĕш çулсемчен ял çумĕнче çиларманĕ, виçĕ киремет юманĕсем ларатчĕç. Халĕ ĕнтĕ çак ĕлĕххи палăксем кун-çул тамăкĕнче çĕтрĕç.

Хирлеппуç Мĕлĕш. Асăнмалăх палăкĕ. 2008.

Ялти сакăр çул вĕренмелли шкула хупаççĕ, халĕ ачасене вĕренме Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкула автобуспа турттараççĕ.

2009 çултанпа çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче хирлеппуç-мĕлĕшсем ял кунне уявлама тытăнаççĕ.

2013 çулта ялта çĕнĕрен фельдшер-акушер пунктне туса лартнă, унта терапевтпа фельдшера ĕçлеме çĕнĕ медицина кăралне вырнаçтарнă. Çак çулăн çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче хальхи медицина модульне республикăн социаллă аталанăвĕпе сывлăха сиплес министрĕ Алла Самойлова, район ертӳçисем Дубинин тата Куликов, район пульницин тĕп тухтăрĕ Платонов А. И уçнă.[5]

30-мĕш çулсенче "Хĕрлĕ уй" колхоз йĕркеленĕ. Каярах ăна "Хĕрлĕ Октябрь" ята куçарнă.

80-мĕш çулсенче районта совхоз йĕркелеме тытăннипе колхоза пĕтереççĕ, ялсен çĕрне "Аликовский" совхоза кĕртеççĕ.

90-мĕш çулсенче совхоза темиçе ял хуçалăхне пайлаççĕ.

Тепĕртакран хуçалăх пурлăхне аркатаççĕ. Халĕ ферма ишĕлчĕксем çеç кунта паллă колхоз ĕçленине кăтартаççĕ.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малти Хирлеп, Кайри Хирлеп, Мăн Хирлеп.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.