Сурхури
Сурхури — авалхи пăлхарсен авалранах пыракан Çĕнĕ Çул уявĕ. Ăна кун ӳсме пуçласанах ирттернĕ. Сурхурие ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Чăваш халăхĕн паллă уявĕ шутланать. Сăмахĕ иккĕ пайран тытăнса тăрать: сур- сивĕ, йĕпе вăхăт вĕçленсе, хур-типĕ вăхăт пуçланни.
Уява ирттерни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сурхури ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă. Килтен киле пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ апатран сĕтелçи майланă.
Ача-пăча килрен киле çӳренĕ, урайне ăшаланă пăрçа сапнă. Тарават хуçасем вĕсене тутлă çимĕçпе сăйланă.
Каччăсем вара хĕр сăра пĕçерме валли çăнăх, çăмарта, пыл, хăмла пуçтарать. Пике вара сăра вĕретет, кукăль пĕçерет. Каçхине пĕтĕм çамрăк улаха пухăнать. Вăхăт çур çĕре çитсен пуласлăха пĕлме витене тухнă, тĕттĕмре сурăхсене кайри уринчен тытнă. Чылай вăхăт тата чылай çынсем уяв ятне çакăнпа çыхăнтарнă. Путек лексен – авланасса, така лексен — качча каяссине пĕлтернĕ. Шурă сурăх – çутă, хури – хура çӳçлĕ мăшăр пуласса систернĕ.
Çамрăксем ытларах Турă çырни пирки пĕлес тесе, аслисем вара тыр-пул, пахча çимĕç тухăçлăхне пĕлме юмăç яраççĕ.
Халăх этимологийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Вăхăт çур çĕре çитсен пуласлăха пĕлме витене тухнă, тĕттĕмре сурăхсене кайри уринчен тытнă. Чылай вăхăт тата чылай çынсем уяв ятне çакăнпа çыхăнтарнă". "Сурхури" сăмах сурăх тата ури пайсенчен тăрать. Çĕр ĕçĕпе пурăннă тапхăрта çак йалана выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, йыш хуштăр тесе ирттернĕ. Чи йышла выльăх вара сурăхсем пулнине калас пулать. Тата шăп та лăп çак вăхăталла сурăхсем пăранлама тытăннă. Ку йала кÿршĕллĕ çармăссем патне те куçнă, вĕсен вăл "Шорыкйол" ятлă. Вăл та "Сурах ури" тесе куçать. Палăртас йала-йĕркере те пĕрпеклĕхсем самаях.
Чăн-чăн (ăславпа çирĕплетнĕ) этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Скворцов М. И., "Культура чувашского края", Чебоксары, 1995, ISBN 5-7670-0697-0.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сурхури youtube'ри видео.
- Урок планĕ, тема: Сурхури(ĕçлемен каçă) (чăвашла)
- Сурхури юррисем Юмах.ру сайтри материал
- Сурхури уявĕпе çыхăннă йăла-йĕрке (вырăсла, тĕслĕхсем - чăвашла)
- Сурхури(ĕçлемен каçă) Тӳмен чăвашĕсем мĕнле Сурхури уявлаççĕ. Статья тата видео (вырăсла)
Чăваш халăхĕн авалтан пыракан уявĕсем тата йăли-йĕрки | ||
Авăн сăри | Автан сăри | Акатуй | Ача ят хуни | Вăйă | Ĕрет | Ĕçкĕ-çикĕ | Карта чӳкĕ | Кăшарни | Кĕр сăри | Мункун | Никĕс пăтти | Ниме | Пуса сăри | Сĕрен | Сурхури | Çăварни | Çăнăхта | Çимĕк | Çинçе | Туй | Улах | Учук | Хăмпăлча | Хĕр сăри | Чӳк | Чÿклеме | |