Суслин Андрей Александрович
Андрей Александрович Суслин | ||
Çуралнă вăхăт: | 1950, раштав, 27 | |
---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Ленинград, СССР | |
Вилнĕ вăхăт: | 2018, утă, 19 | |
Вилнĕ вырăн: | Санкт-Петербург, РФ | |
Ăслăх сфери: | математика | |
Ĕç вырăнĕ: | РĂА В. А. Стеклов ячĕллĕ Математика институчĕн Санкт-Петербургри уйрăмĕ | |
Ăсчах степенĕ: | физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ | |
Альма-матер: | Ленинградри патшалăх университечĕ | |
Ăслăх ертӳçи: | М. И. Башмаков | |
Паллă вĕренекенсем: | И. А. Панин | |
Чыславсемпе парнесем |
|
Андре́й Алекса́ндрович Су́слин (27.12.1950, Ленинград — 10.9.2018, Санкт-Петербург) — XX, XXI ĕмĕрсенчи совет раççей тата американ математикĕ, алгебра облаçĕнчи, уйрăмăнах алгебрăлла К-теоринчи тата унăн алгебрăлла геометрипе çыхăнăвĕсенчи специалисчĕ. Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1977).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ача чухнех ăс-тăнĕпе математика еннелле туртăннă, тĕрлĕ шайри математика олимпиадисене хутшăннă[1]. 1967 çулта Тĕнчери математика олимпиадинче ылтăн медале тивĕçнĕ[2]. 1967 çулта 239-мĕш №-лĕ физика-математика лицейĕнче[3], 1972 çулта — Ленинградри (ЛПУ) патшалăх университечĕн математика-механика факультетĕнче вĕренсе тухнă.
1974 çулта физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ степенне илес тесе диссертацие хӳтĕленĕ (ăслăх ертӳçи — М. И. Башмаков), 1977 çулта физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ пулса танă. 1969—1975 çулсенче ЛПУ çумĕнчи 45 №-лĕ специализациленĕ шкул-интернатĕнче вĕрентнĕ[4], 1973—1977 çулсенче ЛПУ-ра, 1977 — СССР ĂА В. А. Стеклов ячĕллĕ Математика институчĕн Ленинградри уйрăмĕнче ĕçленĕ[5].
1994 çултанпа Çурçĕр-Анăç университетĕнче[6] (акăл. Northwestern University) (Эванстон, Иллинойс штачĕ, АПШ) профессор вырăнĕнче тăрăшнă. «Journal of K-theory» журнал редколлегин пайташĕ.
Ăслăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1976 çулта полиномсен унки çинчи ирĕклĕ модульсемпе проекци модулĕсен хушшинчи танлашусене ăнлантаракан Серр гипотезине тăна кĕртнĕ.
1982 çулта А. С. Меркурьевпа пĕрле Брауэр групписене кĕрекен Меркурьев — Суслин теоремине тăна кĕртнĕ.
1978 тата 1986 çулсенче А. Суслина Тĕнчери математиксен конгресне доклад тума чĕннĕ, 1986 çулта ăна пленумра доклад вулама ирĕк панă[7].
А. Суслин 60 çул юбилейне чысласа 2010 çулта «Journal of K-theory»[8] тата «Documenta Mathematica»[9] журналсен ятарлă кăларăмĕсем тухнă.
Чысланисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ж.-П. Серр проблемине ăнлантарса панăшăн 1977 çулта А. Суслина Санкт-Петербургри математика пĕрлĕхĕ «Çамрăк математика» премипе чысланă[10].
- Алгебрăлла K-теоринчи стабилизаци проблеми ĕçĕсемшĕн А. Суслина Ленин комсомолĕн парнипе (1980) чысланă.
- 2000 çулта Коул парнин лауреачĕ, Американ математика пĕрлĕхĕ тивĕçтернĕ[11].
Хăшпĕр публикацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Меркурьев А. С., Суслин А. А. K-когомологии многообразий Севери–Брауэра и гомоморфизм норменного вычета // Изв. АН СССР. Сер. матем.. — 1982. — Т. 46. — № 5.
- Панин И. А., Суслин А. А. Об одной гипотезе Гротендика, касающейся алгебр Адзумайа // Алгебра и анализ. — 1997. — Т. 9. — № 4.
- Andrei Suslin, Eric M. Friedlander, Christopher P. Bendel. Support varieties for infinitesimal group schemes // J. Amer. Math. Soc.. — 1997. — Vol. 10. — № 3. — P. 729-759.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Известно уникальное достижение Андрея: в 1963 году, будучи шестиклассником, он на Ленинградской математической олимпиаде завоевал дипломы первой степени в параллелях 6-х, 8-х и 10-х классов. — Фомин Д. В. Санкт-Петербургские математические олимипиады. — СПб.: Политехника, 1994. — ISBN 5-7325-0363-3
- ^ Результаты А. Суслина на Международной математической олимпиаде
- ^ Сайт ФМЛ № 239
- ^ 45 интернат. Учителя. Выпускники. Воспоминания. / М. А. Горяевпа Ю. В. Суховершина ред.. — СПб: «КРОМ», 2009.
- ^ Суслин, Андрей Александрович // Большая биографическая энциклопедия
- ^ Профиль А. Суслина 2010 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Йĕркелĕхпе пленумра доклад тума çынна пурнăçĕнче пĕрре çеç ирĕк параççĕ.
- ^ Special Issue in honor of Andrei Suslin on his 60th birthday 2012 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ., «Journal of K-theory», doi=10.1017/is010006004jkt124
- ^ Extra Volume: Andrei A. Suslin’s Sixtieth Birthday (2010), Documenta Mathematica.
- ^ Список награждённых премией Санкт-Петербургского математического общества
- ^ 2000 Cole Prize
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Санкт-Петербургра çуралнисем
- Санкт-Петербург Санкт-Петербургра çуралнисем
- Санкт-Петербургри патшалăх университечĕн математика-механика факультетĕнче вĕренсе тухнисем
- Алгебра геометрĕсем
- РĂА МИПУ ĕçлевçисем
- Санкт-Петербургри патшалăх университечĕн вĕрентӳçисем
- Çурçĕр-Анăç университечĕн вĕрентӳçисем