Контент патне куҫ

Сюнга

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Китагава Утамаро, 1788
Китагава Утамаро, 1803
Миягава Иссё

Сюнга (Сюнга (яп. 春画?, «çурхи ÿкерчĕк»)) — вăтам ĕмĕрсен Японин Эдо тапхăрĕнчи анлă сарăлнă укиё-э тесĕнчи эротикăллă гравюрăсем.

Тĕппипе илсен, ытларах йывăç çинчи гравюра, ытти меслетпе туни те пур. Иероглиф «çуркунне» (яп. 春) в Японии сексуаллă таврашĕн палăрту эвфемизмĕ пулнă. Укиё-э авторĕсем хăй вăхăтри хула пурнăçне хитререх те лайăхрах кăтартма ăнтăлнă. Хăй вăхăтри пурнăçăн эстетикаллă енĕсене уçса, сюнга сăнарçисем хула халăхĕн сексуаллă моральне пур енлĕн çутатса кăтартнă, çавăнпа та вĕсем хайлавĕсенче ваттисене те, çамрăксене те, гетеросексуалсемпе гомосексуалсене те, тĕрлĕ сексуаллă фетишсене сăнарланă. Сюнга авторăн эротикăллă фантазине вĕçне тухин абсурдлă калăпăшлă пурнăçлать. Эдо тапхăрĕнче ăна, сёгунат сивлесе пăрахăçланине пăхмасăр, пуянсемпе чухăнсем, арçынсемпе хĕрарăмсем кăмăлланă.

Чылай укиё-э ăстисем сюнга тĕсĕнче ĕçленĕ, апла пулин те, ку вĕсен ырă ятне кăшт та вараламан.

Сюнга жанрĕ Китайран пулса тухнă.

Сюнга ÿнерçисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]