Контент патне куҫ

Тафаев Геннадий Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Геннадий Ильич Тафаев (Тафаев Кенати) — профессор (1999), истори ăслăхĕсен докторĕ (1995), çыравçă, 1953 çулхи чӳкĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Сĕмĕл ялĕнче çуралнӑ.

Халĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин профессорӗ пулса ӗҫлет (2015 ҫултан).

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăсчах 1953 çулта Чăваш республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Сĕмĕл ялĕнче кун çутине курнă.

Вăтам пĕлӳ илсенех 1970 çулта Шупашкарти комбинатра фотограф-лаборант пулса ĕслеме тытăнать. 1974 çулхи чӳк уйăхĕнче Геннадия Совет Çарне чĕнеççĕ.

Хĕсметрен таврăнсан, вăл 1977 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне, истори уйрăмне вĕренме кĕрет. Университетра вĕреннĕ чухнех пулас ăсчах идеологи, социологи ыйтăвĕсемпе, тăван çĕрĕн культурипе кăсăкланать. Историк дипломне алла илсен Геннадий Ильич Çĕрпӳ районĕнчи Патӑръел вăтам шкулӗнче ĕçлеме пуҫлать.

1983 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 1984 çулхи кăрлач уйăхӗччен Çĕрпӳ районĕн «Октябрь çулĕ» хаçатăн пай ертӳçи пулса ĕçлет, 1984 çулхи кăрлач уйӑхӗнчен пуçласа 1986 çулхи чӳк уйӑхӗччен Çĕрпӳ хулинчи Республикăн культурӑпа ҫут ӗҫ училищинче вӗрентет. 1986 çултанпа Геннадий Ильич хастаррăн республикăри политика пурнăçне хутшăнма тытăнать, Урал-Атăл регионĕнчи партисен юхăмĕсем пирки социологи тĕпчевĕсене ирттерет.

1988 çулта Тафаев Чăваш патшалăх университечĕн ССКП историпе политоллоги кафедрине аслă вĕрентӳçĕ вырăнне ĕçлеме куçать. 1991 çулта ăна истори ăслăхĕсен кандидачĕ хисепе, доцент ăсчах хисепе тивĕçтереççĕ. 1995 çулта Геннадий Ильич ăслăлăх тухтăрĕн диссертацине хӳтĕлет. 1999 çулта вăл профессор пулса тăрать.

1998-1999 çулсенче Тафаев Израилĕн Раççейри тата ИПТ-ри уçă университетĕнче пĕлу пухать. 2000 çулта Генадия Тафаева Раççей социологĕсен пĕрлĕхĕн Чăваш уйрăмĕн председателĕ пулма суйлаççĕ. 2001 çулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пĕтĕмĕшле тата регионри истори кафедрин ертӳçи пулма сĕнеççĕ. 2010-2015 ҫулсенче – тӑван ҫӗршыв тата регионри истори кафедрин профессорӗ, 2015 ҫултан – тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин профессорӗ пулса ӗҫлет.

Çаплах Геннадий Тафаев «Атăлçи Пăлхар» историпе культура фонд председателĕн çумĕ пулса тăрăшать, радиопа каласа параччĕ.

Тафаев — 200 ытла кĕнеке авторĕ

  1. Введение в чувашскую историю. — Шупашкар, 2001 [1]
  2. История чувашского народа и Чувашии в иллюстрациях с древнейших времен до сер. XVI в.: Учебное пособие. — Шупашкар: ЧГПУ, 2003
  3. Атлас истории чувашского народа и Чувашии с древнейших времен до сер. XVI в.: Учебное пособие. — Шупашкар, 2003
  4. История чувашского народа и Чувашии: Учебное пособие. — Шупашкар, 2003
  5. Практикум по истории чувашского народа и Чувашии: Учебное пособие. — Чебоксары: ЧГПУ, 2003; Чувашская цивилизация. — Шупашкар, 2003
  6. Болгарская цивилизация. — Шупашкар, 2003; Цивилизационный подход в изучении истории чувашского народа и Чувашии. — Шупашкар, 2004
  7. Чувашская локальная цивилизация: Учебное пособие. — Шупашкар, 2004
  8. Чувашская цивилизация: монография. — Шупашкар, 2005
  9. Чувашская локальная цивилизация. — Народная школа, 2005. Вып. 6. — С. 39-43.
  10. Введение в историю Чувашии: учеб. пособие. - Шупашкар: Издательство ГУП "ИПК "Чувашия", 2009. - 144 с. (формат А4)
  11. Смена цивилизации: учеб. пособие. - Шупашкар: Издательство ГУП "ИПК "Чувашия", 2009. - 156 с.
  12. Праболгары в сообществе цивилизаций: учеб. пособие. - Шупашкар: Издательство ГУП "ИПК "Чувашия", 2010. - 160 с.
  13. Трансформация древнеболгарской цивилизации: учеб. пособие. - Шупашкар: Издательство ГУП "ИПК "Чувашия", 2010. - 160 с.
  14. Героические века древнеболгарской цивилизации : учеб. пособие. - Шупашкар: Издательство ГУП "ИПК "Чувашия", 2010. - 150 с.
  15. Болгарская цивилизация в исследованиях ученых Среднего Поволжья: учеб. пособие. - Шупашкар: Издательство ГУП "ИПК "Чувашия", 2010. - 163 с.
  16. Цивилизации Среднего Поволжья в процессе трансформации: учеб. пособие. - Шупашкар: Издательство ГУП "ИПК "Чувашия", 2010. - 150с.
  17. Древнеболгарская цивилизация: синтез культур, языков и религий народов Среднего Поволжья: монография. – Шупашкар, 2011. – 220 с.
  18. Цивилизационный путь развития чувашского народа. – Шупашкар, 2011. – 152 с.
  19. Древнеболгарская цивилизация в Евразийском пространстве. – Шупашкар, 2012. – 319 с. [1](ĕçлемен каçă)
  1. «Цивилизация и геополитика», Шупашкар, 2008.

Прокопьева, Р. Туппай юмӑҫ йӑхӗнчен тухнӑ паллӑ историк : [Геннадий Ильич Тафаев ҫинчен] / Р. Прокопьева // Самант. – 2011. – № 11. – С. 6-7.

Степанов, В. Несӗлсен чӗнӗвӗ : [Геннадий Ильич Тафеев историк ҫинчен] / В. Степанов // Самант. – 2013. – № 10. – С. 18-19.

Сергеев, Т. С. Тафаев Геннадий Ильич / Т. С. Сергеев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 193.

Тафаев Геннадий Ильич // Преподаватели Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева (2011-2015). – Чебоксары, 2015. – С. 71-72.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.