Контент патне куҫ

Теняк Темейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Теняк Темейĕ — чăваш пикĕ, мăн çарпӳ. Теняк Темейĕ хальхи Шупашкар районне кĕрекен Мăн Пӳкасси ялĕнче пурăннă. Пурнăçне мĕнле вĕçлени паллă мар.

Чăваш Ен Мускав патшалăхне кĕнине икĕ майлă хаклама пулать. Пĕр енчен пăхсан, чăвашсене çакă мăсăльмана тухса тутарланасран çăлса хăварнă. Анчах та тутарсен пусмăрĕ вырăнне вырăссен пусмăрĕ пуçланнă. Пин-пин чăваш паттăрĕ çакна ăнланса илсе анăçран килекен пусмăрçăсене хирĕç кĕрешме тытăннă. Вырăссем те парăмра юлман: текĕрт хыççăн текĕрт Чăваш Ене, Мари Эле кăлара-кăлара янă, вĕсем ялсене çунтарнă, хĕрарăмсемпе çул çитмен пике-хĕрсене пусмăрланă, ачасемпе ватăсене вĕлернĕ. Пин-пин çына тыткăна илсе, Арзамаса хуса кайнă, унта асаплантарса вĕлернĕ. Ун чухнехи вырăс çулçыравĕсенче Арзамас тавра вуншар çухрăмра парăнман чăвашсемпе çармăссене çакса хунă такансем пулнине çырнă. Малтан çак кĕрешĕве чăваш пикĕсемпе турханĕсем, паттăрĕсемпе мăрсисем ертсе пынă, çавăнпа кĕрешӳ вучĕ пĕр самантлаха та лăпланман. Вара Мускав пусмăрçисем урăх çулпа кайма шутлаççĕ: вĕсем пиксемпе турхансене, паттăрсемпе мăрсасене хăйсен майлă çавăрма шутлаççĕ. Çав тĕллевпе вĕсем чĕрĕ юлнă чăваш феодалĕсене çăмăллăх парса, хăйсен патне хĕсмете илме тытăнаççĕ. Çаплп вара чăвашсен чаплă çыннисем, пусмăрçисемпе кĕрешес вырăнне, хăйсем те сисмесĕрех вĕсен тарçисем пулса тăраççĕ. Çулçыравĕсенче кăтартнă тăрăх, чăваш феодалĕсем питĕ ăста çар çыннисем пулнă, вĕсем лайăх кăралланса, утпа, вырăс патшалăхен чиккисене сыхлама тытăнаççĕ е хăйсен çĕрĕнче колонизаторсен ĕçне туса пырса тăван халăхне сутаççĕ. Çавăн пек чăвашсенчен пĕри — Темей. Чăнлавсенче ăна Темей Теняков кнеç тесе çырнă. Çав çулсенче Шупашкар тата Çĕрпӳ уесĕнче чăвашсен паллă феодалĕсен шучĕ çĕр çынна яхăн пулнă. Анчах çулсем иртнĕçем тăван культура пĕтнĕçем пынине, мусмăрçăсем епле хуçаланнине курни вĕсене ытларах та ытларах кулянтарнă. Вĕсем вара чăтайман, каллех кĕрешӳ çулĕ çине тăнă. Темей те, çав кĕрешĕве хутшăннă. Вăл пысăк çар пухса Çĕрпӳ хулине тапăнса кĕнĕ. Кайран вара Сĕве хулине те кайса çунтарма шутланă. Сĕве патĕнче вара вырăссен аллине лекнĕ. Ăна Мускав патши патне сăнчăрласа илсе кайнă имĕш.

Эс паттăртан та паттăр çын, Темей,
Пире пилесшĕн пулнă эс телей.
Сан ĕмĕтӳ пирте ялан пурнать,
Пире телейшĕн кĕрешме хушать.