Контент патне куҫ

Тимĕр(II) сульфачĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тимĕр купоросĕ

Тимĕр(II) сульфачĕ, кÿкĕрт йÿçекĕлле тимĕр(II)органикăлла мар пĕрлешÿ, кӳкĕрт йӳçекĕн FeSO4 формулăллă тăварĕ. Пăсланса пĕтмест, шăрши çук. Шывсăр чухне тĕссĕр, витĕр курăнмасть, гигроскопла. Кристаллогидратсем — гигроскопла, витĕр курнакан тата çутă кăвак-симĕс кристалсем, FeSO4·4Н2О тетрагидрат — симĕс тĕслĕ (розенит), FeSO4·Н2О моногидрат — тĕссĕр (смольнокит). Металла тута-масаллă. Кристалллогидртсем сывлăшра хăвăрт пăсланса пĕтеççĕ (урăхла каласан, кристаллри шыв молекулисене çухатаççĕ). Тимĕр(II) сульфачĕ шывра лайăх ирĕлет (26,3 г 20 °С чухне). Шыври ирĕлчĕкрен сенкер-симĕс FeSO4·7Н2О гептагидрат кристалланса тухать, унăн тривиаллĕ ячĕтимĕр купоро́сĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]