Контент патне куҫ

Тимофеев Игорь Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Игорь Александрович Тимофеев
Çуралнă вăхăт: 1940, çу, 19
Çуралнă вырăн: Шупашкар
Патшалăх:

ССРП ССРПРаççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: электротехника, металлурги
Ăсчах степенĕ: техника ăслăхĕсен тухтăрĕ (2009)
Ăсчах хисепĕ: профессор (2011)
Альма-матер: Киров патшалăх университечĕ (1972)
Ăслăх ертӳçи: Д. Д. Мишин
Чыславсемпе парнесем


Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳ ĕçтешĕ (2001)

Тимофее́в Игорь Алекса́ндрович (19.05.1940, Шупашкар) — совет тата раççей электротехникĕ, металлургĕ, техника ăслăхĕсен тухтăрĕ, ЧППУ Технологи-экономика факультетĕнчи машинăпĕлĕвĕ кафедрин профессорĕ[1][2].

Игорь Александрович 1940 çулта çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă.

1960 çулта Шупашкарти электромеханика техникумĕнче вĕренсе тухнă. 1968 çулта Киров патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. 1978 çулта Калинин патшалăх университетĕнче аспирантурăра вĕренсе тухнă.

1982 çулта «Исследование режимов прессования и спекания материалов для магнитопроводов с целью повышения эксплуатационных свойств» темăпа кандидат дисертацине хӳтĕленĕ[3]. 2008 çулта Мускав энергетика институтĕнче тухтăрантурăра вĕренсе тухнă.

Публикацисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

160 ытла ăслăх ĕçне, 2 монографие çырса кăларнă, 19 ăслая патентленĕ.

Порошок металлургийĕн теорипе практики аталанăвне пысăк ӳсĕм кӳнĕ[4].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ М. Г. Харитонов Чувашская энциклопедия. Тĕрĕсленĕ 5 Утӑ уйӑхӗн 2019.
  2. ^ Республиканская научно-практическая конференция «Использование инновационных технологий при сервисном обслуживании транспорта». www.chgpu.edu.ru (2012-05-31). Тĕрĕсленĕ 5 Утӑ уйӑхӗн 2019.
  3. ^ И. А. Тимофеев Исследование режимов прессования и спекания материалов для магнитопроводов с целью повышения эксплуатационных свойств. — диссертация кандидата технических наук. — Калинин: Издательство Калининского государственного университета, 1982.
  4. ^ Тимофеев Игорь Александрович. Тĕрĕсленĕ 5 Утӑ уйӑхӗн 2019.