Тихонов Виктор Васильевич
Виктор Васильевич Тихонов, — паллă совет хоккеисчĕ, хоккей тренерĕ. 1930 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра çуралнă.
ССРП, РСФСР тата Латви ССР тава тивĕçлĕ тренерĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Виктор Тихонов тренер ĕçне 1971 çулта «Динамо» (Рига) клубра пуçланă. Унччен 8 çул хушши Мускав хулин «Динамо» клубăн тĕп тренер Чернышов чĕннипе тренера пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ, çав вăхăтрах хăй те вылянă. Ригăра вăл пысăк ӳсĕмсем тунă, иккĕмĕш лигăран пĕрремĕш лигăна, унтан Пысăк лигăна хăпартнă, СССР Чемпионатĕнче 4-мĕш вырăнне йышăннă.
1977 çултанпа Тихонов ЦСКА тренерĕ вырăнне йышăннă. 15 çул хушшинче ЦСКА, Тихонов ертсе пынипе, 14 хутчен çĕршыв чемпионĕ пулнă, 14 хутчен Европа чемпионĕсен Кубокне, икĕ хутчен ССРП Кубокне çĕнтерсе илнĕ. Вăл вăхăтра ЦСКАра вылякансем Вячеслав Фетисов, Алексей Касатонов, Владимир Крутов, Игорь Ларионов, Сергей Макаров, Валерий Каменский, Сергей Фёдоров, Александр Могильный тата Павел Буре тĕнче шайĕнчи паллă хоккеистсем пулса тăнă.
1977 çулта Виктор Тихонов ССРП пĕрлĕ командин тренерĕ. Вăл ертсе пынипе вăл ушкăн 1978, 1979, 1981, 1982, 1986, 1989, 1990, 1993 çулсенче тĕнче шайĕнчи чемпионатсенче, 1978-1991 çулсенче Европа чемпионачĕсенче çĕнтернĕ.
Тихонов ертсе пынипе виçĕ хутчен олимп вăйисенче (1984, 1988 тата 1992 çулсенче) çĕнтернĕ. Вăл ертсе пынипех 1981 çулта ССРП пĕрлĕ ушкăнĕ Канада Кубокне çĕнтерсе илнĕ.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тихонов В.В. Хоккей: надежды, разочарования, мечты. — М.: Физкультура и спорт, 1985. — (Сердца, отданные спорту).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ССРП шайбăллă хоккей пĕрлĕ командин вылявçисем
- МВТ СÇВ ХК вылявçисем
- «Динамо» Мускав ХК вылявçисем
- Латыш ССР тава тивĕçлĕ тренерĕсем
- «Динамо» Рига ХК тренерĕсем
- ССРП хоккей тренерĕсем
- ССРП тава тивĕçлĕ тренерĕсем
- Раççей тренерĕсем
- ЦСКА Мускав ХК тренерĕсем
- ССРП шайбăллă хоккей пĕрлĕ командин тренерĕсем
- РФ шайбăллă хоккей пĕрлĕ командин тренерĕсем
- ССКП пайташĕсем
- «Тĕрĕслĕ Раççей» партин пайташĕсем
- ИИХФ мухтав залĕн пайташĕсем
- Чĕре тапма чарăнипе вилнисем
- Ваганьково çăвинче пытарнисем
- Полковниксем (Раççей Федерацийĕ)
- Тихоновсем