Токмакова Ирина Петровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Токмаков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ирина Токмакова
Ӳкерчĕк:Токмакова Ирина.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Ирина Петровна Манукова
Ĕçлев тĕсĕ: XX ĕмĕрти ача-пăча совет, раççей сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ
Дебют: «Деревья» сăвăсен кĕнеки
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем

Ири́на Петро́вна Токмако́ва (хĕр чухне Мануко́ва; пуш, 3, 1929, Мускавака, 5, 2018, çавăнтах) — совет тата раççей ача-пăча çыравçи, шкул ачисем валли юмах-повеçсен, шекл çулне çитменнисем валли пьесăсен авторĕ, акăлчан тата швед халăх поэзине куçараканĕ. Ачасемпе яшсем валли хайлавсене çырнăшăн Раççей Федерацин патшалăх парнин лауреачĕ ятне («Счастливого пути!» кĕнекешĕн) тивĕçнĕ. Упăшки ӳкерçĕ-иллюстратор Лев Токмаков.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускавра çуралнă. Ашшĕ — Пётр Карпович Мануков (Перч Карапетович Манукян) (1901—1971), эрмен, инженер-электротехник, амăшĕ — Лидия Александровна Дилигенская (1905—1985), вырăс, сăваплăх çыннисен çемьинчен, ача-пăча тухтăрĕ, «Пăрахса хăварнă ачасен çуртне» ертсе пынă.

Ачаранах сăвă çырнă пулин те хăйĕн литература пултарулăхне ытлах хакламан, çавăнпа та чĕлхеçĕ профессине суйласа илнĕ. 1953 çулта МПУ филологи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ, аспирантурăра пĕрлехи тата танлаштаруллă чĕлхе пĕлĕвĕ енĕпе ăсне ӳстернĕ. Çав хушăрах тăлмач пулса ĕçленĕ.

Пĕрремĕш илемлĕ литературăна куçарас ĕçе вăл швед халăхĕн ача-пăчасен юррисен пухмачĕпе паллашнă хыççăн пикеннĕ. Çак кĕнекене Раççее ĕçпе килнĕ Боргквист швед энергетикĕ çамрăк куçаруçă, Токмакова швед поэзине юратнине пĕлсен, ярса панă. Сăвăсене малтанах хăйне валли çеç куçаркаланă, анчах та Ирина упăшки — Лев Токмаков вĕсене издательствăна çитерсе панă та вĕсене пичете илнĕ.

Тепĕр çултан харпăр сăвăсен кĕнеки — «Деревья» — тухнă, ăна хатĕрлеме Лев Токмаков пулăшнă.

Ачасем валли çырнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Времена года», 1962 (сăвăсен пуххи)
  • «Деревья», М., 1962
  • «Звенелки», М., 1963
  • «Сосны шумят», 1966
  • «Карусель», М., 1967
  • «Сказка про Сазанчика», 1970 (сăвăсен пуххи)
  • «Женька-совёнок», 1970 (пьеса)
  • «На родной земле: Предание», 1975
  • «Далеко — Нигерия», М., 1975
  • «Летний ливень», 1980 (сăвăсен пуххи)
  • «Заколдованное копытце», 1981 (пьеса)
  • «Может, нуль не виноват?», 1984
  • «Аля, Кляксич и буква А», 1-мĕш қăл. 1968
  • «Счастливого пути…», 1985
  • «И настанет веселое утро», 1986 (повеç-юмах)
  • «Счастливо, Ивушкин!», 1991 (повеç-юмах)
  • «Чародейка»
  • «Плим», версия для радиоспектакля 2013 (повеç-юмах)

Куçарнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]