Контент патне куҫ

Торричелли формули (кинематика)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Торричелли формули — кинематикăра: тӳрĕ йĕрпе тата улшăнми хăвăртланупа куçакан ĕскерен кайранхи vf хăвăртлăхĕпе малтанхи vi хăвăртлăхĕ, хăвартланăвăн a капĕ тата хыçа юлнă Δs çул хушшинчи çыхăнăва палăртакан формула  

vf2=vi2+2aΔs

Формула, унта вăхăт капĕ çуккине кура, шутлавсенче усă курма меллĕ.

Ăçтан тупăнать-ха ку формула?

Хăвăртлăх тата вăхăт çапла çыхăннă:

vf=vi+at

танлăхăн икĕ енне те иккĕмĕш капаша хăпартсан:

vf2=(vi+at)2=vi2+2avit+a2t2

Кунти t2 кап иртнĕ çула, вăхăта, хăартланăва тата малтанхи хăвăртлăха çыхăнтаракан тепĕр формулăра пур. Çапла вара ăна ыттисем урла кăтартма май пур:

s=si+vit+at22
s−si−vit=at22
t2=2s−si−vita=2Δs−vita

Ку сăнарлăха пирĕн малтанхи формулăна лартсан, акă мĕн пулать:

vf2=vi2+2avit+a2(2Δs−vita)
vf2=vi2+2avit+2a(Δs−vit)
vf2=vi2+2avit+2aΔs−2avit
vf2=vi2+2aΔs