Трактор савучĕсем (концерн)
«Трактор савучĕсем» | |
Ӳкерчĕк:Trakt zav logo.gif | |
тип | {{{тип}}} |
---|---|
Никĕсленĕ çул | 2003 |
Паллă çынсем | Михаил Болотин (президент) |
Отраçлĕ | Машина тăваслăх |
Çаврăнăш | $1,3 млрд (2007) |
Таса тупăш | 1 млрд тенкĕ (2005) |
Веб-сайчĕ | www.tplants.com |
«Тра́ктор савучĕсем» — раççей машина тăвакан концернĕ. Тытăмлăх компанийĕ — «Трактор савучĕсем» концернăн корпораци тытăмлăх компанийĕ. Штаб-хваттерĕ — Шупашкар хулинче.
2003 çулта йĕркеленĕ. Кăк компанийĕ — Concern Tractor Plants N.V. (CTP, Голландире тĕпленнĕ)[1].
Харпăрçăсем, ертӳçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Концерн президенчĕ — Михаил Болотин. Тĕп харпăрçи — Михаил Болотин (80 % яхăн), миноритар юлташĕ — Альберт Баков (20 % яхăн)[2][3].
Ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Концерн çак йĕркелевсене тĕрĕслесе тытса тăрать:
Япала тăвакан йĕркелевсем
- УАО «Промтрактор»
- ООО «Онегăри трактор савучĕ»
- УАО «Краслесмаш»
- Silvatec A.S. (Дани)
- УАО «Курганмашсавут»
- ООО «Липецкри çăпаталлă тягачсен савучĕ»
- УАО «Липецк тракторĕ»
- ООО «Волгоградри машина тăвакан компани «Волгоградри трактор савучĕ»
- УАО ««ВгТС» трактор компанийĕ»
- УАО «ĔЙ «Красноярскри комбайн савучĕ»
- ООО «Улатимĕрти мотор-трактор савучĕ»
- УАО «ĔЙ «Алтайри мотор савучĕ»
- УАО «Шупашкарти агрегат савучĕ»
- Luitpoldhuette AG (Германи)
- ООО «Урал лешьен тимĕрç-шăрату савучĕ»
- ООО «Промтрактор-Промлит»
- ХАО «Промтрактор-Вакун»
Конструктор бюровĕсем
- УАО «Специальное конструкторское бюро машиностроения»
- ООО «Головное специализированное конструкторское бюро по гусеничным и колесным машинам»
- ООО «Головное специализированное конструкторское бюро по ходовым системам»
- УАО «Красноярский проектно-конструкторский технологический институт комбайностроения»
- Головное специализированное конструкторское бюро при «ВМТЗ»
- Специализированное конструкторское бюро при «АМЗ»
- Специализированное конструкторское бюро при «ВМК „ВгТЗ“
- Отдел главного конструктора при „Промтрактор-Вагон“
Сутăç компанисем
- УАО «Агромашхолдинг»
- ООО «Агромашхолдинг» (Украина)
- УАО «Четра» — Промăçлă машинăсем“
- ООО «Четра» — Комплектующие тата запас пайĕсем“
Пĕрлехи сервис хĕсмечĕ
- ООО «Промăçлă машинăсен сервисĕ»
Кунсăр пуçне, концерн шутне Малайзири сивĕ тытакан машинăсен савучĕ Dunham-Bush кĕрет.
Ĕçлев кăтартăвĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ĕçлеври çын йышĕ 2009 çулхи çурла уйăхĕ тĕлне — 35 пин çына яхăн[3]. Пуçтарăннă тупăш 2005 çулта — 23,8 млрд тенкĕ, таса тупăш — 1 млрд тенкĕ. 2007 çулта $1,3 млрд пуçтарнă.
Çаплах компание Трактор тата комбайн двигателĕсен ăслăлăх-тĕпчев конструктор-технологи институчĕ (Улатимĕр) тата Ăслăлăх-тĕпчев трактор институчĕ ĂТТИ (Мускав) ăслăлăх центрĕсем кĕреççĕ.
2005 çулăн вĕçĕнче концерна раççей трактор савучĕсене тытса тăракан «Агромашхолдинг» компанипе пĕрлештерес шухăша хыпарланă.
2007 çулхи авăнăн 24-мĕшĕнче «Финанс» журнал çулсерен ирттерекен Раççейри чи пысăк 500 компанисен рейтингĕнче концерн 115 вырăнта (+74 пункт) пулать[4].
Аталану пуласлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2009 çул умĕн Concern Tractor Plants N.V. Франкфурт тĕплĕх биржин листингне кĕрсе инвесторсем хушшинче глобальлĕ депозитар распискисене (GDR) вырнаçтарать. Вырнаçтарнă чухне ацисен пакетне инвесторсем €2,5 млрд хакланă. «Трактор савучĕсен» тĕп харпăрçисем, Михаил Болотин тата Альберт Баков, хăйсен хаклă хучĕсене сутман — инвесторсене концернăн хушма эмиссине сĕннĕ.
Вырнаçтарнă акцисен укçипе «Трактор савучĕсем» çĕнĕ активсене туянма илнĕ кивçенсене тавăрма тата çĕнĕ сутăç ĕçĕсем тума усă курнă (пиллĕк йĕркелевĕн шорт-листне сĕннĕ).[5]
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Пресс-релизы : Концерн «Тракторные заводы» 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. // tplants.com (2009 çулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Ъ — Михаил Болотин показался на экранах // kommersant.ru (2009 çулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ 1 тата 2 Денис Вараксин. «Мы не нуждаемся в новых деньгах», — Михаил Болотин, президент и совладелец концерна «Тракторные заводы» // Ведомости, 27.08.2009, № 160 (2430)
- ^ Концерн «Тракторные заводы» поднялся на 74 пункта в рейтинге(ĕçлемен каçă) на сайте AgroRu.com. Сельское хозяйство России 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. со ссылкой на рейтинг журнала «Финанс.»
- ^ Дмитрий Беликов. Российские тракторы объехали кризис. Коммерсантъ № 2 (4057) (12 января 2009). Тĕрĕсленĕ 14 Ҫурла уйӑхӗн 2010.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Концернăн официаллă сайчĕ 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ООО «Агромашхолдинг» сайчĕ
- УАО «Четра» сайчĕ 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.