Контент патне куҫ

Трентино — Альто-Адидже

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Трентино — Альто-Адидже/Кăнтăр Тироль автономи регионĕ
Regione autonoma Trentino-Alto Adige/Südtirol
Autonome Region Trentino-Südtirol
Region autonóma Trentin-Südtirol
Зона: Çурçĕр-Тухăç Итали
Тĕп хула: Тренто
Лаптăк: 13 619 км²
Пурăнан халăх: 940 000 çын
Халăх йышлăхĕ: 69 çын/км²
Провинцисем: Больцано, Тренто
Коммунăсем: 339
Пуçлăх: Луис Дурнвальдер  с 17 февраля 2009
Официаллă сайт

Тренти́но — А́льто-А́дидже/Кăнтăр Тироль автономи регионĕ[1] (итал. Trentino-Alto Adige/Südtirol, ним. Trentino-Südtirol, ладин Trentin-Südtirol) — Италин çурçĕр енчи автономи регионĕ (автономи облаçĕ).

1972 çултанпа тĕп администраци функцисене 2 автономи провинцисене — Больцано-Боцен — Кăнтăр Тироль тата Тренто - панă.

Çутçанталăк-тавралăх пахалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çурçĕр енче (Альпăн ту хысакĕсемпе) Австрипе, анăç енче — Швейцарипе тата Ломбарди облаçĕпе, кăнтăр-тухăçра Венето облаçĕпе чикĕ тытать.

Трентино — Альто-Адидже провинцисем

Регион иккĕ провинцине — Тренто - кăнтăр енче - тата Больцано/Боцен (е Тури Адидже/Кăнтăр Тироль) çурçĕр енче - пайланать.

1919 çулта Сен-Жермен лăпкăлăх килĕшĕвĕпе Трентино тата Кăнтăр Тироль Итали патшалăхне куçаççĕ. Каярах влаçа илнĕ фашиссен правительстви итальянлас политикăна ирттернĕ, çавна пула нимĕçле калаçакан пурăнан халăх вăйпа кĕрешме тытăнать.

Тĕп отраçлĕсем — ял хуçалăхĕ, апат-çимĕç, тĕртӳ, хими, металлурги промăçлăхĕ.

Регион иçĕм çырлине туса илес енĕпе палăрса тăрать (Лагрейн, Гевюрцтраминер), çаплах анлă сарăлнă Каберне Фран, Каберне Совиньон, Шардоне сортсем).


Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]