Умбрия
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
| Умбрия Umbria | |
|---|---|
| Зона: | Вăта Итали |
| Тĕп хула: | Перуджа |
| Лаптăк: | 8 457 км² |
| Пурăнан халăх: | 815 000 çын |
| Халăх йышлăхĕ: | 96 çын/км² |
| Провинцисем: | Перуджа, Терни |
| Коммунăсем: | 92 |
| Пуçлăх: | Катюша Марини (2010) |
| Официаллă сайт | |
У́мбрия (итал. Umbria) — Италин администрациллĕ регионĕ.
Администраци центрĕ — Перуджа хула. Провинцисем: Перуджа тата Терни.
Пурăнан халăх йышĕ 815 пин çын, 600 пине яхăн çын Перуджа провинцинче пурăнать.
Çутçанталăк-тавралăх пахалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Анăç енче Тосканăпа, тухăç енче Маркепе тата кăнтăр енче Лациопа чикĕ тытать.
Умбрин анăçĕнче Тразимено кӳлĕ пур, тухăçĕнче: Умбро-Марк Апеннинĕсем, унтах Марк чиккинче Умбрири чи çӳллĕ ту — Ветторе, çӳллĕшĕ 2476 м, вырнаçнă. Чи лутра вырăн — тинĕс шайĕнчен 96 метр — Терни провинцинче, Лацио чикки патĕнче, Тибр юханшывăн айлăмĕнче.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Умбрин хальхи территорине 1927 çулта çирĕплетнĕ, ун чухнех Терни провинцине туса хунă, Риети провинцине уйăрса Лацио шутне кĕртнĕ.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Умбрире ытларах маслинăсем, иçĕм çырли, тулă тата тапак ӳстерсе илеççĕ.
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Умбрири климат — континент çинчи евĕр, çулла шăрăх тата хĕлле сивĕ. Тепĕр сăмахпа, облаçĕн анăç енче çемçерех. Кăрлач уйăхĕнче Перуджăри вăтам температура +1,6 °С, çертмере +21,6 °С.
Чунçӳревлĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Умбрия Викиампарта? |
- Умбрия // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- [1](ĕçлемен каçă)
Авалхи Италин тахçанхи облаçĕсем |
|
|---|---|
Абруцци • Апулия • Базиликата • Валле-д’Аоста¹ • Венеци • Калабрия • Кампани • Лацио • Лигурия • Ломбардия • Марке • Молизе • Пьемонт • Сардиния¹ • Сицилия¹ • Тоскана • Трентино-Альто-Адидже¹ • Умбрия • Фриули-Венеция-Джулия¹ • Эмилия-Романья | |
|
| Ку Итали географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |