Контент патне куҫ

Троицк (хула тăрăхĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Троицк
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Мускав облаçĕ
Никĕсленĕ: VII ĕмĕр
Хула, çултан: 1977
Халăх йышĕ, пин çын: 34,1 (2005)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 55°28′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 37°18′ х.т. д.

Троицк, — Мускав облаçĕнчи хула. Мускавран кăнтăр-хĕвеланăçнелле 20 çухрăмра, Калуга енне каякан çул çинче вырнаçнă.

Халăх йышĕ 34,1 пин çын (2005).

Паян Троицкра 10 паллă ăслăлăхпа тĕпчев центрĕсем вырнаçнă. Совет Союзĕ вăхăтĕнче кунта 12 пин çын ĕçленĕ. Институтсемпе пĕрле хула та çĕкленнĕ. Халĕ ăслăлăх ĕçĕсемпе 5 пине яхăн çын çыхăннă.

Паллă институтсем:

  • Çĕр чăмăрĕн магнетизм, ионосфера тата райдио хумĕсем сарăлнин инчитучĕ (ИЗМИРАН);
  • Троицкри инновациллĕ тата термоядерлă тĕпчевсен институчĕ (ТРИНИТИ);
  • Пысăк пусăм институчĕ (ИФВД);
  • П. Н. Лебедев ячĕллĕ физика институчĕ;
  • Cпектроскопи институчĕ (ИСАН);
  • Ядерлă тĕпчев институчĕ (ИЯИ РАН).