Туйтимĕр
Курӑнакан калӑплав
Туйтимĕр — XVII ĕмĕрти паллă чăваш паттăрĕ. Туйтимĕр Çĕрпӳ уесне кĕрекен Искей ялĕнче, Емайта ăрĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл хăçан тата мĕнле çĕре кĕнине ралăртнă ĕçсем тупăнман-ха. Унăн тăван ялĕ те сыхланса юлман, çавăнпа ĕнтĕ халăх сăмахлăхĕсене, чăнлавĕсене упраса ĕмĕр витĕр илсе тухакан тăван ял-йыш юлман.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăл Пайтул чаплă юрăçăн-кĕрешӳçĕн чи шанчăклă тусĕ пулнă. Туйтимĕр хăйĕн çарĕпе пĕрле Пайтулран юлман, вăл малтан Степен Разинпа тĕл пулма Чĕмпĕрелле кайнă, çул çинче темиçе хутчен те Юрий Барятинский кнеç çарĕпе хаяррăн кĕрешнĕ. Кайран вĕсем пĕрлех Чăваш Ене таврăнма тухнă, Хырла шывĕ хĕрринче, Çĕрпӳ хули патĕнче, Тусай, Янтăпа ялĕсем çумĕнче Барятинский çарĕсене аркатнă, Хураккаси ялне ташманран хӳтĕленĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.