Контент патне куҫ

Искей Пайтулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Искей Пайтулĕ (Хоракасси ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни — (Чиканкасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни) — XVII ĕмĕр варинче пурăннă паттăр чăваш кĕрешӳçи, паллă та чаплă юрăçă.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Искей Пайтулĕ Çĕрпӳ уесĕн Хоракасси ялĕнче çуралнă[1]. Степан Разин пăлхавне хутшăннă. Хăюллă та маттур çапăçнăшăн полковник ятне тивĕçнĕ. Чăвашсем, Пайтул ертсе пынипе, Царицына илнĕ, Аçтăрхан патне çитнĕ.

Пайтула вилтăпри Шупашкар районĕн Чемурша ял тăрăхĕнчи Чиканкасси ялĕ патĕнче пулать .

Искей Пайтулĕн юррисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • "Хупăрларĕç виçĕ хут";
  • "Эй, çилсем, кăра çилсем";
  • "Тăшман куçĕ кучан пек";
  • "Пире паяр çĕнес çук";

Пайтул çинчен хывнă юрă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вунçиччĕре чухне Пайтул
Пăлан ураллă пулнă, теççĕ.
Унтан та хăвăрт çӳрекен
Никам та нихçан та пулман, теççĕ.
Вунçиччĕре чухне Пайтул
Упа пек вăйлă пулнă, теççĕ.
Унтан вăйли те çĕр çинче
Никам та нихçан та пулман, теççĕ.
Вунçиччĕре чухне Пайтул
Хăлат пек куçлă пулнă, теççĕ.
Унтан та ытла тĕл перекен
Никам та нихçан та пулман, теççĕ.
Вунçиччĕре чухне Пайтул
Ăмăртпала ăмăртнă, теççĕ.
Çунат хушса вăл тӳпене
Таçта çити çĕкленнĕ, теççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ А. М. Симулин. Искеев Байдул. Чувашская энциклопедия. çăлкуçран архивланă 20 Чӳк уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 15 Чӳк уйӑхӗн 2012.