Контент патне куҫ

Турă çыравĕн кĕнекисене алла илес текенĕн малтанхи вĕренĕвĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Турă çыравĕн кĕнекисене алла илес текенĕн малтанхи вĕренĕвĕ — чи малтанхи чăваш букварĕсенчен пĕри. 1804-мĕш çулта, Мускаври типографире, «Сокращенный катехизис, переведенный в пользу чуваш на чувашский язык для оудобнейшего им оуразумения православного христианского закона с писовокуплением некоторых молитв, символа веры и десятословия. В Казанской академии 1803 г. апреля месяца» ятлă кĕнекере кун çути курнă.

Асăннă кĕнеке икĕ айпуçелĕкрен тăрать. Иккĕмĕшĕн чăвашла ячĕ çакăн пек — «Пичиксе катихизис, іугярна чувашзам вали чуваш чильгибе чиберь биляс жин тюре вырыс законне и Тора кили юлана да, Хозанды школказамра, 1803 сіолда, ага оихра». Вырăсла ячĕ паллă мар.

Пĕрремĕш айпуçелĕкĕн ячĕ вырăсла çеç, чăвашла ят çук — «Начальное оучение человеком, хотящым оучиться книг божественного писания». Вăт çавă пулать те ĕнтĕ ку статьяри букварь. Оригиналта унăн чăвашла ячĕ çуккине кура ăна хальхи чăваш чĕлхипе майлаштарма (куçарма) тиврĕ.

Асăннă кĕнеке 1807- тата 1852-мĕш çулсенче татах тухнă, анчах та юлашкинчен асăннă кăларăмра букварь пайĕ пулман.

Ку букваре ăсталаканĕ тесе хальхи тĕпчевçĕсем ытларах Ермей Рожанские асăнаççĕ, анчах та 1984-мĕш çулта тухнă «Революцичченхи чăваш литературин» пĕрремĕш томĕнче (402 С., Г. Юмарт, А. Васан, В. Родионов хатĕрленĕ кĕнеке) букварь авторĕ тесе П. Талиева каланă.

Мускав Ф. Алексеев карччынĕнче. Хĕрлĕ лаптăк, 1801.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]