Талиев Петр Иванович
Курӑнакан калӑплав
Талиев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Талиев Петр Иванович | |
Талиев Петр Иванович | |
Çуралнă вăхăт | 1778-мĕш çул |
---|---|
Çуралнă вырăн | Чиркӳллĕ Тутарань, хальхи Муркаш районĕ, хальхи Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт | 1832 çулхи чӳкĕн 4-мĕшĕ |
Гражданлăх | Раççей |
Ашшĕ | Иван Михайлов |
Амăшĕ | паллă мар |
Талиев Петр Иванович (1778-1832) — çуттатуртавçă тата педагог. Хальхи Чăваш Республикине кĕрекен Муркаш районĕнчи Тутарань ялĕнче çуралса ÿснĕ. Талиев Даниил Иванович (1784-1837) генералăн тата çар тухтăрĕн пиччĕшĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ăçта вĕренни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1788-мĕш çултанпа — Хусанти çĕнĕ крешшĕнсен шкулĕнче
- Хусанти тĕн академийĕнче.
Ăçта ĕçлени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хусанти тĕн академийĕнче ĕçленĕ (1818-мĕш çулта академие хупиччен).
- 1818-мĕш çул хыççан — вĕрентĕшсене пăхса тăраканĕ тата Хусанти тĕн семинарийĕн вĕрентевçи.
- Вĕрентевçĕ пулнипе пĕрлех П.И.Талиев тĕрлĕ çĕрте сăваплăхçă ĕçĕсене те туса пынă.
Ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Святой Евангель» (Хусан, 1820). // Чăвашла куçару, корректорĕ тата редакторĕ П.И.Талиев
- «Краткий катехизис» (Пичиксе катехизис, Мускав, 1804). // Чăвашла куçару, кăна та П.И.Талиев ертсе пынипе хатĕрлесе кăларнă. 1807-мĕш çулта вăл тепĕр хут тухнă. Виççемĕш хут — 1852-мĕш çулта.
П.И.Талиев ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Краткий катехизис» кĕнекен вĕçĕнче чăваш букварĕ пур (1804-мĕш тата 1807-мĕш çулхи кăларăмсенче, 1852-мĕш çулхи каларăмра хайхи букварь çук)[1]. Вăл букваре тивĕçлипех П.И.Талиев ячĕпе çыхăнтармалла[2].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Гусаров Ю.В. Талиев Пётр Иванович — электронла чăваш энциклопедири статья.
- Петров Н.П. Чăваш литература чĕлхин историйĕ: Яковлевченхи тапхăр. Ш., 1978;
- Сергеев Л.П. Кивĕ чăваш çырулăхĕ. Ш., 1988.
- Петров Н.П. Дояковлевская чувашская письменность — электронла чăваш энциклопедири статья.
- Петров Н.П. О личности переводчика «Сокращенного катехизиса», изданного в 1804 г. на чувашском и русском языках // Известия НАНИ ЧР.- 1997.- N 1.- С. 96-103.
- Петрова Т.Н. Учебники Рожанского и его учеников // Проблема письменности и культуры.– Чебоксары, 1992.– С. 75.
- Исламов Ф.Ф. Роль Казани в просвещении народов Поволжья // Из истории народного образования и просветительства в Среднем Поволжье.- Йошкар-Ола, 1993.- С. 89.
- Семенова П.А. Первые книги на чувашском языке и количественная характеристика изданий конца XIX - начала XX в. // Çулталăк кĕнеки=Календарь года: 2003.- Чебоксары, 2002.- С. 220.
- Благовещенский Александр Афанасьевич. История старой Казанской духовной академии, 1797-1818 г. / сост. учитель казанской духовной семинарии А. Благовещенский. - Казань : в Университетской тип., 1875 (обл. 1876). - 207 с. ; 23 см .
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Категорисем:
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Педагогсем, алфавитпа
- Пайăр çынсем:Чăваш Ен
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Раççей педагогĕсем
- 1778 çулта çуралнисем
- 1832 çулта вилнисем
- Чӳкĕн 4-мĕшĕнче вилнисем