Контент патне куҫ

Ту хрусталĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ту хрусталĕ
ФормулаSiO2
СингониТригональ
ТĕсТĕссĕр
ЯлтăруКантăк
ЯнкăрлăхТăрă
Хытăлăх7,0
ÇыпăçтарулăхРомбоэдрпа паллă мар
КатăлниЯка мар, хăш чух раковистый
Тачăлăх2,6 г/см³
Ту храсталĕн друзĕ, 8 см. Полярçумри Урал, mindraw.web.ru.

Ту хрусталĕ — минерал, кремнийĕн çутçанталăкри таса двуокиçĕ, тĕссĕр, кварцăн тăрă тĕслĕхĕ, кремнезёмăн (SiO2) кристаллă модификацийĕсенчен пĕрри. Ту хрусталĕн дефектсăр таса кристаллĕсем сайра тĕл пулаççĕ, çавăнпа хаклă шутланаççĕ. 3—5 см пысăкăш кристалсемпе усă кураççĕ. Формипе кристаллĕсем призма евĕр, тригональ-трапеци евĕрлĕ.

Тĕрлĕ тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аметист, Цитрин, Раухтопаз (тетĕмлĕ кварц), Морион, Волосатик, «Венера çӳçĕсем»(Рутил хутăшĕпе).

Хрусталь пуç шăмми Британ музейĕнче.

Японире ту хрустальне вĕриçĕленĕн шăнса хытнă сывлавĕ теççĕ.

Сăртăш тĕнĕнче тӳпе ту хрусталĕнчен тытăнса тăрать тенĕ.

Чăнлавсенче турăсем амброзие ту хрусталĕнчен тунă кубоксенчен çеç ĕçеççĕ.

Ту хрусталĕ почтă маркки çинче, 2009

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]