Тявин Илья Петрович
Тявин Илья Петрович | |
Тявин Илья Петрович | |
Çуралнă чухнехи ят | Тявин Илья Петрович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1928 çулхи -мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Сальел, Шунтал районĕ, Самар облаçĕ) |
Вилнĕ вăхăт | 2007 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕ |
Гражданлăх | Раççей |
Ашшĕ | Петр Семенович Тявин |
Амăшĕ | Прасковья Алексеевна Иванова (Тявина) |
Мӑшӑрӗ | Виталина (Лина) Ивановна Тявина (хĕр чухнехи хушамачĕ паллă мар) |
Ачисем | Татьяна, Ирина |
Тявин Илья Петрович (1928-2007) — Çăлтăр хулара, Космонавтсене хатерлекен Ю.А.Гагарин ячĕллĕ центрта 1961-мĕш çултанпа ĕçленĕ, подполковник-инженер.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1928-мĕш çулта Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Сальелĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ — Петр Семенович Тявин, 1906 çур. Амăшĕ — Прасковья Алексеевна Иванова (Тявина), 1905 çур. Аслашшĕ — Семен Степанович Тявин, 1880 çур. Асламăшĕ — Евдокия Осиповна Тявина.
Тявинсен килйышĕнче мĕнпурĕ 7 ача ÿснĕ: Валя, Луиза, Тамара, Шура, Рая, шăллĕ е пиччĕшĕ (ячĕ паллă мар) тата Илья хăй.
Арăмĕ — Виталина (Лина) Ивановна, чăваш, Чăваш халăх поэчĕн Стихван Шавлын иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ (вĕсен ашшĕсем — Иван тата Антон — пĕртăван). Вăл Çăлтăр хулари ача садĕнче 20 çул хушши витеревçĕ пулса ĕçленĕ. Тăватă çул хушши унăн ушкăнĕнче В.В.Терешкова тата А.Г.Николаев космонавтсен Елена (Алёна) хĕрĕ те пулнă[1]. Виталина Ивановнăна А.Г.Николаев хай патне килекен чăвашла (чăваш чĕлхипе) çырнă çырусене пăхса тухса хуравсем хатерлекенĕ пулма та сĕннĕ. Анчах та вăл, Шунталти вырăс шкулĕнче вĕреннĕскер, чăваш çырулăхне çителĕклĕ таран пĕлмен, çавăнпа та сĕннĕ ĕçе ăнăçлăн пурнăçлама пултарайман.
Виталина Ивановна тата Илья Петрович мăшăрланни 1955-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пулса иртнĕ.
Ăçта вĕренни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тăван ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкул (1943-мĕш çулта пĕтернĕ).
- Аксури педагогика вĕрентĕшĕ (1943-1944, вĕренсе пĕтермен).
- Çарăмсан ялĕнчи (Тутарстан) 8-мĕш класс (1944-1945).
- Çутĕç пайĕ çумĕнчи вĕрентевçĕсем хатĕрлекен курс (1945, пĕр уйăх çурă)
- Аксури педагогика вĕрентĕшĕ, куçумсăр уйрăм.
- Серпуховри çар авиаци-техника вĕрентĕшĕ (1952-мĕш çулта пĕтернĕ).
- Мускаври вăрман институчĕ, Мытищи хулинче вырнаçнă.
Ăçта ĕçлени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тутарстанти Çарăмсан районĕнчи (ун чухне Первомайски районĕ тенĕ) Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи шкулта вĕрентевçĕ
- Тутарстанти Çарăмсан районĕнче пĕр çулталăк çурă суд çыруçи.
- Мускав облаçĕнчи Чкаловский поççолăкĕнчи тĕрĕслев центрĕ
- 1961-мĕш çултанпа Çăлтăр хулари космонавтсене хатерлекен Центрта аслă техник-инструктор
- 1979-мĕш çулта, Совет Çарĕн ретĕнчен саппаса тухнă хыççăн, Çăлтăр хулинчи авиаципе космонавтика ĕçлевçисен пĕрлештернĕ профсоюз комитечĕн ертÿçине суйланă.
- А.Г.Николаев космонавтăн, вăл РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ чухне, пулăшавçи.
Космонавтсене хатĕрлекен Центрта ĕçленĕ ытти чăвашсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В.М.Портнов,
- А.Ф.Сироткин,
- С.М.Михайлов.
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)У нас тут и чуваши в Звездном есть, несколько семей.<Куçару: Пирĕн кунта, Çăлтăр хулинче, чăвашсем те пур, темиçе килйыш>
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тявин, Илья. Чăваш писателĕсем — Çăлтăр хулинче. // "Тăван Атăл" журнал, 1985, 6№, июнь, С.56-59.
- Тявин, И. Виççĕмĕш космонавтпа пĕрле : [А. Г. Николаев çинчен] / И. Тявин // Ялав. – 1989. – № 8. – С. 26–27.
- Афанасьев, Порфирий. ÇĂЛТĂР ХУЛИН ХАСТАР ЧĂВАШĔ 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. — Сувар хаçат, 966-МĔШ КĂЛАРĂМ. Малалли: 967-мĕш кăларăм 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ., вĕçĕ ăçта иккенĕ паллă мар.
- Геннадий ВИКТОРОВ. СЫНЫ ОТЕЧЕСТВА: воспоминания и размышления(ĕçлемен каçă), Чебоксары, 2005. (пдф-верси пур 2018 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Илья Петрович ТЯВИН Подполковник, ветеран Центра подготовки космонавтов им. Ю.А.Гагарина — Мой сайт.
- ^ Яковлев Г.А. Роль межличностных связей в развитии чувашского народа 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. — Этнографическое обозрение Online. 2007, июль.
- ^ Иванова В.П. Пусть все будет хорошо // Советская Чувашия. 1991. 1 января
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Çар
- Тĕнче уçлăхĕ
- Космонавтика