Удальцов Сергей Станиславович
- Çавăн пекех пăхăр тулли ят-йыш Удальцов Сергей Станиславович хушаматлă çынсем пирки статьясем, çаплах „Удальцов Сергей Станиславович-“ пуçланакан хушаматсем.
Сергей Удальцов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Сергей Станиславович Удальцов |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | нарăс, 16, 1977 |
Çуралнă вырăн | Мускав, РСФСР, СССР |
Гражданлăх: | РФ |
Ашшĕ: | Станислав Васильевич Тютюкин |
Арăм: | Анастасия Олеговна Удальцова |
Ачасем: | Иван Сергеевич Удальцов (2002 çур.), Олег Сергеевич Удальцов (2005 çур.) |
Серге́й Станисла́вович Удальцо́в (нарăс, 16, 1977, Мускав, РСФСР, СССР çур.) — раççей сулахайри политика ĕçченĕ, «Хĕрлĕ çамрăксен авангарчĕ» (ХÇА/АКМ) юхăмăн лидерĕ, «Сулахай фронт» координаторĕ, Мускаври инициациллĕ группăсен канашĕн тата пĕрлĕхлĕ «Мускав канашĕн» координаторĕ. Ултавлă суйлава хирĕç пĕтĕм Раççейри хирĕçлевĕн ертӳçисенчен пĕри.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтанхи çулсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сергей Удальцов 1977 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче Мускавра совет ăсчахĕсем тата патшалах хĕсметçисен çемьинче çуралнă. Маçаккăшĕн ашшĕ — Иван Дмитриевич Удальцов — дворян пулнă, çапах та 20 çул тултарсан 1905 çулта Раççейри социал-демократиллĕ ĕçлевçĕ-большевиксен партине кĕнĕ, Граждан вăрçи вĕçленсен Мускав патшалăх университечĕн пĕрлĕхлĕх ăслăхĕсен факультечĕн деканĕ вырăнĕнче тăрăшнă, 1928—1930 çулсенче МПУ ректорĕ ĕç вырăнĕнче университета реорганизациленĕ, каярах, 1944 çулта, Мускаври тĕнчери хутшăнусен патшалăх институчĕн пĕрремĕш ректорĕ пулса тăнă. 1962 çулта ăна чысласа Мускавăн Мускавăн Анăç администраци тăрăхĕнчи урама ят панă. Политик маçакĕ Иван Иванович Удальцов 1962—1965 çулсенче ССКП ТК Идеологи уйрăмне ертсе пынă, 1965—1970 çулсенче Чехословакири совет элчелĕхĕн канашçă-элчи вырăнĕнче тăрăшнă, 1970—1976 çулсенче «Новости» пичет агенствине ертсе пынă. Партире хăйĕн карьерине Грецири совет элчи пулса вĕçленĕ.
Унăн утăмĕпе вара, политикăн куккăшĕ — Александр Иванович Удальцов — кайнă, вăл РФ элчи пулса Латвире 1996—2001, Словакире 2005—2010 çулсенче тăрăшнă тата Литвара 2013 çултанпа ĕçлет. Удальцовăн амăшĕ — Маргарита Ивановна — Раççейри революци юхăмĕпе кăсăкланакан Станислав Васильевич Тютюкин историка качча тухнă.
Ĕçлевлĕ Раççей
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Студент тапхăренче Удальцов политикăпа кăсăкланнă, 1997 çулта Виктор Анпилов йĕркеленĕ «Ĕçлевлĕ Раççей» пĕрлĕх-политика юхăмне хутшăннă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сергей Удальцов. Блоги. Эхо Москвы. Тĕрĕсленĕ 1 Ҫурла уйӑхӗн 2013.
- Сергей Удальцов. Персоны. Эхо Москвы. çăлкуçран архивланă 16 Пуш уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 1 Ҫурла уйӑхӗн 2013.
- Удальцов, Сергей — Лентапедири статья. 2012 çул.
- Удальцов. Семь вопросов левому крылу // НА САМОМ ДЕЛЕ. 30 декабря 2019 г.