Укăлча умĕнче
Укăлча умĕнче | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | лирикăллă юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Укăлча умĕнче — XX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Григорий Хирпӳ композитор Валентин Урташ сăввипе çырнă.
Юррăн сăвви
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Укăлча умĕнче
Укăлча умĕнче шурă хурăн,
Укăлча умĕнче сирĕн кил.
Хурăнсен айĕнче савнă вырăн,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.
Улăх урлă, хир-вăрмансем урлă
Варкăшса иртет-и ачаш çил,
Саншăнах эп çепĕç юрă юрлăп,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.
Вăйăра та, çывăрма выртсан та
Ман умра — шур хурăн, сирĕн кил.
Кирек те ăçта кăна пулсан та,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.
Тен, унта та пур-тăр шурă хурăн,
Кăтрине лăпкать пуль ачаш çил?
Кунта акă саншăн çунса пурăн —
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил,
Тусна аса ил!
Малтанхи куплетсенче юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла, чи юлашки куплетра — 3-мĕш тата 4-мĕш йĕркесене.
Юррăн кĕвии
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Григорий Хирпӳ композитор.