Хирбю Григорий Яковлевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Григорий Хирпю
Çуралнă чухнехи ят Григорий Яковлевич Хирбиков
Çуралнă вăхăт 1911
Çуралнă вырăн Чикмеçын ялĕ, Кĕчкей вулăсĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни,
Раççей империйĕ
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш АССР, СССР
Патшалăх РФ
ССРП
Профессисем композитор, мусăк педагогĕ
Инструментсем фортепиано
Жанрсем классика мусăкĕ
Парнесем
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1945) РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ — 1968 РСФСР халăх артисчĕ— 1974 К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх парни (1969)

Григорий Яковлевич Хирпю (1911 çул, Чикмеçын ялĕ (1964-мĕш çултан Аксарин ялне кĕрет), Кĕчкей вулăсĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕ), Раççей империйĕ1983 çулхи çурлан 17-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) — чаплă чăваш композиторĕ, РСФСР халăх артисчĕ[1][2].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Григорий Яковлевич 1911 çулта Хусана кĕпернине кĕнĕ Шупашкар уесĕн (халĕ Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕ) Чикмеçын ялĕнче çуралнă.

Консерваторире пĕлӳ илнĕ хыççăн Г. Хирпю Шупашкара таврăнса Чăвашрадио вокал ансамбльне ертсе пынă.

Григорий Хирбю 1983 çулхи çурлан 17-мĕшĕнчен çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1951 çултанпа кĕвĕ хайланипе çеç пурăннă. Г. Я. Хирбю ĕçĕсем жанрĕпе те, ăшĕпе те халăх чунĕн ăшшине, кĕввине уйрăлса тăраççĕ.

Композитор хăйĕн ĕç-хĕлĕнче 700 ытла юрă-хор хайлавне çырнă.

Халăх кăмăлĕнчи юрăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Ăмăртуллă çар», «Эпĕр вăйлă», «Çĕршыв илемĕ», «Атăл», «Туслăх маршĕ», «Пирĕн туслăх ĕмĕре», «Çунатлă ĕмĕр», «Колхоз такмакĕсем», «Ĕç геройĕсен юрри», «Çамрăклăх», «Пирĕн юрă янратăр ялан», «Укăл­ча умĕнче», «Çĕмĕрт», «Пĕр саншăн çеç», «Шупашкар каçĕсем».

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1945)
  • РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1968)
  • РСФСР халăх артисчĕ (1974)
  • К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх парни (1969)
  • Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп Кенекине кĕртнĕ

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хирбю архивĕ, Чăваш Республикин патшалăх фодчĕ, Шупашкар.
  • Хирбю урамĕ, Шупашкар.
  • Асăну хăми, Шупрашкар.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Илюхин Ю. А. Григорий Хирбю / Ю. А. Илюхин. — Чебоксары, 1985.
  2. Композитор Григорий Хирбю и его время 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. : исслед., воспоминания и материалы / Чуваш. гос. ин-т культуры и иск-в, Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук ; [науч. ред. и предисл. М. Г. Кондратьева]. – Чебоксары : ЧГИГН, 2003. – 112 с. : портр., ноты.
  3. Бушуева, Л. И. Ю. А. Илюхин // Бушуева, Л. И. Чăваш Енĕн композиторĕсем / Л. И. Бушуева. - Шупашкар, 2014.
  4. Бушуева, Л. И. Хирбю (Хирбиков) Григорий Яковлевич / Л. И. Бушуева // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 391-392.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]