Ухмантей (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Ухмантей — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан пĕчĕк юханшыв, Чие шывĕн сылтăм юппи.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв çăлкуçĕ Осинки ялтан 3-4 çухрăм кăнтăралла вырнаçнă. Юханшыв вăрăм мар, тăршшĕ ултă-çичĕ çухрăм кăна. Пысăк юпписем çук.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан Ухмантей кăнтăралла юхать.
Ялсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв шурлăхлă вăрман тăрăх юхнăран ун хĕрринче никам та пурăнмасть.