Контент патне куҫ

Фатхи Бурнаш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бурнашев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Фатхи Бурнаш
Фәтхи Бурнаш
Ӳкерчĕк:Фатхи Бурнаш.jpg
Фатхи Бурнаш. 1917-1918 çç.
Çуралнă чухнехи ят: Фатхелислам Закирович Бурнашев
Çуралнă вăхăт: 1898, кăрлач, 13
Çуралнă вырăн: Хирти Пикшик ядĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1942, авăн, 1
Вилнĕ вырăн: Куйбышев
Ĕçлев тĕсĕ: XX ĕмĕрти совет, тутар драматургĕ, поэчĕ, публицисчĕ, тăлмач, театр ĕçченĕ
Тĕлĕ: публицистика
Ĕçсен чĕлхи: тута

Фатхи Бурнаш (тут. Фәтхи Бурнаш; паспортра çырни — Фатхелислам Закирович Бурнашев (тут. Фәтхелислам Закир улы Бурнашев); (кăрлач, 13, 1898, Хирти Пикшик, — çурла, 1, 1942, Куйбышев) — тутар совет драматургĕ, сăвăçи, прозăçи, публицисчĕ, тăлмачĕ, театр ĕçченĕ.

Хусанти медресере вĕреннĕ. 1919 çулта РКП (б) кĕнĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн çыравçă тата пĕрлĕх ĕçне пикеннĕ. Тутарла тухакан хаçат-журнала, çав шутра «Чаян» (Скорпион) журнала та, редакциленĕ.

Ф. Бурнаша Тутар ТĔК пайташĕ пулма суйланă. 1927—1928 çулсенче — Камал ячĕллĕ Театрăн директорĕ (халĕ Тутар академи Галиаскар Камал ячĕллĕ театрĕ, Хусан). Пичетре театр ӳнерĕн ыйтăвĕсене хускатнă.

1940 çулăн çурлан 24-мĕшĕнче ăна аресленĕ. 1941 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче ТАССР Аслă сучĕ 58-2, 58-10 статьян 1, 58-11 пайĕпе айăпланă — 10 çуллăха хупнă, 5 çуллăха правасене туртса илнĕ, пурлăхне конфискациленĕ.

Тепĕр хутчен унăн ĕçне 1942 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче СССР ШĔХК çумĕнчи уйрăм канашлăвĕ пăхса тухнă та çав çулах, çурлан 1-мĕшĕнче Куйбышевре персе пăрахнă. 1957 çулта реабилитациленĕ[1].

Официаллă кăларăмсенче, 1988 çулчен, 1946 çулта вилнĕ тесе çырнă пулнă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фатхи Бурнаш — драма тата лирика хайлавĕсен авторĕ, вĕсем тутарсен илемлĕ литературпе театрне пуянлатнă.

Литературăра 1914 çултанпа. 20 ытла пьесăна хайланă. Малтанхи паллă ĕçĕсем — романтикăлла трагеди «Таhир и Зөhрә» (уйрăммăн 1920 çулта тухнă) тата драма «Яшь йөрәкләр» (Çарăк чĕресем) (уйрăммăн 1920 çулта кăларнă).

  • Палăк, Хирти Пикшикре[2]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Театральная энциклопедия. Том 1/Глав. ред. С. С. Мокульский — М.: Советская энциклопедия, 1961.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]