Филиппов Григорий Филиппович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Филиппов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Григорий Филиппов
Çуралнă чухнехи ят: Филиппов Григорий Филиппович
Çуралнă вăхăт: ?
Çуралнă вырăн: Тăхăртак ялĕ, Етĕрне уесĕ, (халĕ Красноармейски районĕ, Чăваш Ен), Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1914
Вилнĕ вырăн: ?
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçи тата сăвăçĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Григорий Филиппович Филипповчăваш çыравçи тата сăвăçĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1872 çулта Шĕнерпуçĕнчи икĕ сыпăклă училищĕре хатĕрленӳ класĕнче ачасене ăс панă. Унтан 1875 çулчен Элĕкри икĕ сыпăклă училищĕре вăй хунă, псалом вулавçи пулнă. Тĕрлемес ялĕнчи шкулта тата чиркӳре диакон вырăнĕнче тăрăшнă.

В.К. Магницкий 1891 çулта çырнă тăрăх, Г. Филиппов чăваш юррисене пухса вĕсене вырăсла куçарнă тата тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленĕ.

Хальлĕхе Г. Филипповăн пĕр сăвви кăна паллă: "Чухăн çын пурнăçĕ — хирти мулкач пурнăçĕ" ятлăскер.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Виталий Родионов, "Чăваш литератури. XVIII -XIX ĕмĕрсем", Шупашкар, 2006, ISBN 5-7670-1463-9.
  • Юмарт Г.Ф. Григорий Филиппов. — Ялав, 1986, 8№

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]