Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул
Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул | |
Никĕсленĕ | 1853 |
---|---|
Директор | Волков Владислав Константинович |
Тĕс | Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул |
Адрес | Элĕк, Элĕк районĕ, Чăваш Ен |
Координатсем | Фото, спутникран |
Телефон | 8 835 35 22 0 44 |
Факс | 8 835 35 22 0 44 |
Эл. почта | school-alik@yandex.ru |
Сайчĕ |
salikovo |
Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул — Чăваш Енĕнчи Элĕк районĕн администраци центрĕнче — Элĕк чиркӳллĕ ялĕнче — вырнаçнă вăтам пĕлу паракан шкул.
Кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Элĕкри вăтам шкула 1853 çулта уçнă. Элĕк вулăсĕн 34 ялĕсемшĕн (вулăсра 3917 арçын тата 3983 хĕрарăм пурăннă) ку вара патшалăхăн пĕртен-пĕр шкулĕ пулнă, патшалăх пурлăх министерстви шайĕнче шутланнă. 1854 — 1872 çулсенче çак училищĕн хăй çурчĕ те пулман, урокĕсене чиркӳ хурал çурчĕнче эрнере 2-3 хутчен пачăшкă вĕрентнĕ. 1872 çулта училищĕне Çутĕç Министерствин икĕ класслă училищине куçарнă. Çакăн хыççăн çеç пĕчĕк икĕ хутлă çурт туса лартнă. Шкулта тăватă вĕренӳ пӳлĕмĕ пулнă. Революци хыççăн çурчĕ çунса каять. 1888 çулхи авăн, 1 тĕлне: 1-мĕш классра 34 арçын ачапа 7 хĕрача, 2-мĕш классра 29 арçын ача вĕреннĕ. Пĕтĕмпе училищĕре 73 арçын ачапа 7 хĕрача, вĕсенчен вырăссем — 19 арçын ача, 2 хĕрача, чăвашсем — 54 арçын ачапа 5 хĕрача вĕреннĕ.
Çак вĕренекенсем шкула Етĕрне уесĕн темиçе вулăсĕсенчен (Элĕк, Устинь, Ассакасси; Тинсарин, Шăмат, Нурăс, Хучăш, Байсубак, Мало-Яуш) çӳренĕ. Çапла ĕнтĕ, иккĕ класслă училище 30-40 çухрăм радиус анлăш территорие пĕлӳ панă.
Архив хучĕсем тăрăх, Элĕк вулăсĕн 11 ялĕсенчен 1886 çулта шкулта 29 арçын ачапа 4 хĕрача вĕреннĕ — 529 хĕрарăм шутĕнчен 1 хĕрача, 27 арçын шутĕнчен -1 арçын ача çеç вĕреннĕ.
1875 çулта Хусан вĕрентӳ тăрăхĕн чăваш шкулĕсен инспекторĕ Иван Яковлевич Яковлев шкулсене тĕрĕсленĕ. Халăх çутĕç министерствин сакăр шкулĕнче 1876 çулта вĕренсе тухакансен виççĕмĕш пайне çеç (104 ачаран 34) училище пĕтерни пирки хутпа (свидетельство) тивĕçтернĕ; çак начар ĕçсене палăртса И.Я. Яковлев çырнă:
" Эти неуспешно окончившие курс учения в училищах нередко являются какими-то безжизненными, притупленными. Ответы их бывают неосмысленны. В Чурачикском училище таких учеников нашлось десять. Священник и учитель отзывались о них как о дураках, идиотах, что напрасно ждать от них толковых ответов. Нет сомнения, что эти притупленные ученики - " дураки", как же мне называли, результат неудачного обучения. До тех пор, пока не будет учителей, должным образом подготовленных к исполнению своих обязанностей и знающих язык своих учеников, в чувашских школах всегда будет повторяться это явление".
Элĕк вулăсĕн шкулĕнче И.Я.Яковлев шкул çурчĕ пĕчĕк пулнине, хушма çĕрĕ питĕ сахаллине палăртнă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл çĕнĕ шкул тума хушать. Вулăс хресченĕсен пухăнăвĕнче шкул валли 0,5 га çĕр уйăрса параççĕ. Хресченсем хăйсен ирĕкĕпех çурт тума укçа пуçтараççĕ. Шкул çуртне тăвас вăхăта И.Я. Яковлев В.Н. Орлова, хастар та пултаруллă пулнăскерне, шкул ертӳçи пулма хушса лартнă. Ултă класслă шкулпа икĕ хутлă çуртпа учительсен флигельне 1898 çулта хута янă.
И.Я. Яковлев часах Элĕк шкулне килсе çӳренĕ, экзаменсене хутшăннă, меллĕ канашсем панă. Хăйпе пĕрле вăл В.И. Ленинăн ашшĕне - И.Н. Ульянова та илсе килнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ халĕ Элĕкри вăтам шкул И.Я. Яковлев ятне мăнаçлă йăтса пырать. Революци хыççăн Элĕк училищи тĕрлĕ тĕслĕ шкул шайĕнче: аслă пуçламăш училищи, 2-мĕш ступеньлĕ шкул (1918-1921 çулсем), коллективизаци тапхăрĕнче Элĕкри сакăрçул шкулĕ колхоз çамрăкĕсен шкулĕ пулать. Шкул ертӳçи пулса ИВАНОВ И.И. (Урмай ялĕнчен) ĕçлет. Çак çулсенче Золотов А.И., Трофимов А.Т., Кузьмин Ф.К., Осипова А..И., Семенова А.Ф. тата ыттисем вăй хурса ачасене пĕлӳ панă. 1934 çулта ЭКÇШ-не вăтам шкул шайне кĕртеççĕ. Шкулта пĕлӳ пухнă çынсем Тăван çĕршывăн çĕрĕсенче ĕçлеççĕ.
Шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Агафонов Иван Алексеевич — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Ларионов Никита Ларионович — чăваш çыравçи, сăвăçĕ, спорт ăсти.
- Лебедева Людмила Ивановна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Михайлов Кирилл Иванович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Никандрова Дина Андреевна, - Чăваш Енĕн Тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Сергеева Мария Сергеевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Судакова Роза Егоровна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Шумилов Валерий Серафимович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
Шкулта вĕреннĕ паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Никифор Ваçанка — чăваш сăвăçи, çыравçи.
- Ефейкин А. К., — ЧЯХА профессорĕ.
- Ефимов М. Е., — кĕçĕн полковник, вĕçевçĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Золотов В. А., — ăсчах, пĕрлĕх ĕçченĕ, çыравçă.
- Иванов Г.В. — физикăпа математика ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Иванова З.В. — биологи ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Марков А. С., — ЧАССР Аслă Канашĕн председателĕ (1971-75), ЧППУ ректорĕ (1963-83).
- Кури Вантер — чăвашсен çутлăхçи, çыравçи, журналисчĕ, педагогĕ, философĕ.
- Орлов Ф. Н. — полковник, вĕçевçĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Платонов А.И. — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
- Сапожников Г.И. — ăсчах, биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Трофимов Т. Т., — Хусан ветеринари институчĕн профессорĕ.
- Трофимов О. Т., — медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Илле Тукташ — чăваш халăх сăвăçи.
Фотопухăм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Элĕк вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхи кунĕ.
-
Элĕк вăтам шкулĕнчи ӳнер урокĕ.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- " Народные училища в Казанской губернии, Ядринский уезд. Материал для истории народного образования. Типография биржевого листка, Хусан, 1888.
- ЦГА Чувашской АССР, ф. № 501, д. 28, лл 16-17, Шупашкар.
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Alikovo NetSchool 2018 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шкул хыпарĕсем
- Элĕкри вăтам шкулта уçă уроксем иртрĕç(выр.)
- Пуçламăш класс сайчĕ (выр.)
- Элĕкри вăтам шкулта уçă уроксем иртрĕç
- Элĕкри шкул — экспериментлă-хăнăху лапамĕ
- Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта република семинарĕ иртрĕ
- Мой мир@Mail.Ru: Сообщество: Аликовская средняя школа им. И.Я. Яковлева(выр.)
- Л.Ефимов "Славный юбилей сельской школы"(выр.)
Элĕк районĕнчи вăтам шкулсем | |
---|---|