Филиппо Тальони
Филиппо Тальони | |
Filippo Taglioni | |
Çуралнă чухнехи ят | Filippo Taglioni |
---|---|
Чӑн ят | итал. Filippo Taglioni |
Çуралнă вăхăт | Чӳк, 5, 1777 |
Çуралнă вырăн | Милан, Милан герцогстви |
Вилнĕ вăхăт | Нарăс, 11 , 1871 (93 çулта) |
Вилнĕ вырăн | Комо, Итали |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Ĕçе илекен | |
Ашшĕ | Карло Тальони |
Амăшĕ | Мария Петракка |
Арăмӗ | Софи Карстен[d] |
Ачисем | Мария Тальони и Поль Тальони[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Филиппо Тальони (итал. Filippo Taglioni; Чӳк, 5 1777, Милан — Нарăс, 11 1871, Комо, Итали) — ташă ăсти тата вĕрентекенĕ, романтизм тапхăрĕн пултаруллă хореографĕ. Паллă та чаплă итал балет йăхĕн элчи, балерина Мария Тальонипе тата ташлавçă тата хореограф Поль Тальонисен ашшĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ташă ăсти, балетмейстер тата импресарио Карло Тальони тата (шутланă тăрăх) ташă ăсти Мария Петракка кил-йышĕнче çуралнă. Вăл Пизара 17-ре пĕрремĕш хут пусма çинче ташланă, ун хыççăн Италин тĕрлĕ ушкăнĕсенче ташланă. 22-ре пĕрремĕш хут Париж Оперин пусми çине тухнă. 1802-мĕш çулта ăна Стокгольма чĕнсе илнĕ, Патшалăх балечĕн пĕрремĕш ташă ăсти тата балетмейстер вырăнне йышăнма шанса панă.
1803-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Филиппо патша керменĕн юрăçĕпе, Кристоф Кристиан Карстенпа юрăçпа, арфистка СофияСтебновская хĕрне, ташă ăсти тата ÿнерçĕне, София Эдвига Карстена качча илет.
1805-1809-мĕш çулсенче вăл Венари патша керменĕн театрĕнче ĕçлет, кунта унăн пĕрремĕш Пьер Гардельăн «Дансомания» тăрăх лартнă балечĕ пулать, Наполеона чысласа лартнă. Гардель тата Милон балечĕсен пуçне («Парис вăййисем», «Гамаш туйĕ», «Восточный дивертисмент») вăл хăйĕн спектаклĕсене те лартнă («Аталантапа Гиппомен», «Церлинопа Горано», «Чĕрĕлтернĕ ÿкерчĕк»). 1809-мĕш çултан Касселте, Вестфалинче, патша керменĕпе çÿмĕнче ĕçленĕ, (малтан патша керменĕн пĕрремĕш ташлавçи пулса, кайран режиссёр тата 1811-мĕш çултан — балетмейстер пулса), кунта балетсемсĕр пуçне балсемпе маскарадсем лартса Жером Бонапарта юрайнă:
Жером Бонапарт, Наполеона пула Вестфали астулне ларнăскер, ĕмпÿ кĕрменĕн пуянлăхĕне çитме тăрăшать. Тальони патша керменĕнче маскарадсем лартса Жером Бонапарта юранă. Хутшăнакансене рольĕсене салатса тата вĕсем валли ташăсем хайласа, лешĕ бал вăхăтĕнчех пичĕсене питлĕхпе пытарнă хăнасемпе хутшăнса каймашкăн, вăл патшапа вăрттăн унăн партине хатĕрленĕ. — В. М. Красовская. Западноевропейский балетный театр. Очерки истории: Романтизм.
Кунта вăл чаплă балетсем-дивертисментсем: «Инди уявĕ», «Делири каçкÿлĕм», «Багдад калифĕ» лартнă.
1813-мĕш çулта, Касселя вырăс çарĕсем илсе тата патша влаçĕ ишĕличчен, кил-йышне хăварса Италине каять, кунта кĕске вăхăт хушшинче тĕрлĕ балет ушкăнĕсенче тĕрлĕ ĕç улăштарать: Миланта Сальваторе Виганон «Прометей» балетĕнче хутшăннă, Марс рольне ташлать, Туринта ĕçлет, каярах Флоренцире Гаэтано Джойя ертсе пынă ушкăнта ĕçлет.
1817-мĕш çулхи театр сезонне Мюнхенра, 1818 — Стокгольмра ирттерет, кунта виçĕ балет лартать. 1819-мĕш çулхи раштавпа кăрлач уйăхĕсенче Берлинта гастрольсем ирттернĕ, Венари унтан Кернтнертор-театрĕн пĕрремĕш ташлавçи пулса тăрачченех. 1821-мĕш çулта, çавă театран балетмейстерĕ пулса тăрсанах, ку таранччен Парижра пурăннă кил-йышне Венана чĕнсе илет. Çак вăхăтран вăл чăннипех Мария хĕрне ташă ăсталăхне вĕрентме пикенет.
Ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1832 — «Сильфида», Шнейцхоффер кĕвĕ çеммипе лартнă
- 1832 — «Натали», Гировецпа Карафа ди Колобрано кĕвĕ çеммипе лартнă
- 1833 — «Восстание в серале», Лабарр кĕвĕ çеммипе лартнă
- 1835 — «Бразилия», Галленберг кĕвĕ çеммипе лартнă
- 1836 — «Дева Дуная», Адан кĕвĕ çеммипе лартнă
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Филиппо Тальони Викиампарта? |
- Andros on Ballet
- Suomen Sukututkimusseura 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Википедия:Ссылка на Викиампар непосредственно в статье
- Википедия:Ссылки на Викиампар в статье и на Викиданных совпадают
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Викиампар каçă статьисем
- Балет
- Театрсем
- Театр
- Ӳнер
- Пайăр çынсем:Итали
- Тальони
- Балет историйĕ
- Итали театрĕсенчи династисем
- Балет артисчĕсем, патшалăхсемпе